Ҫанталӑк ӑшӑтса пынӑ май шыв-шур сарӑлас хӑрушлӑх тухса тӑрать

Кӑҫал юр ытти ҫулпа танлаштарсан самай нумайрах ҫунӑ. Енчен те вӑл хӑвӑрт тата тӑрук ирӗлме пуҫласан, Улатӑрти 200 кил хуҫалӑхӗ, Патӑрьел, Ҫӗрпӳ, Комсомольски, Елчӗк тӑрӑхӗсенче пурӑнакансем шар курма пултараҫҫӗ. Васкавлӑ службӑсем лару-тӑрӑва асӑрхасах тӑраҫҫӗ.

Ҫӳлтен йӑлтах ал тупанӗ ҫинчи пекех курӑнать. - Пӑр хальлӗхе тапранман-ха, вырӑн-вырӑнпа шыв куҫӗ палӑрма пуҫланӑ, - тет пилотсӑр аппарата тытса пыракан Алексей Яковлев. Ялта пурӑнакансем ейӳ тапхӑрӗ пӗлтӗрхи пекех пӑтӑрмахсӑр иртессе шанаҫҫӗ. Ҫапах сыхлӑха ҫухатмаҫҫӗ.

Пысӑк юханшывсем пӑртан ака уйӑхӗн малтанхи вунӑ кунӗнче тасалма пуҫласса кӗтетпӗр, - тет Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин Тӗп управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ Алексей Донцов. Ку иртнӗ ҫулсемпе пӗр вӑхӑталла пулать. Шыв шайне виҫсех тӑраҫҫӗ. Хальлӗхе лару-тӑру лӑпкӑ. 
Ҫапах ҫурхи ҫанталӑк кӑмӑлне пӗлме ҫук, лару-тӑру кирек-хӑш самантра та улшӑнма пултарать,  - теҫҫӗ ҫӑлавҫӑсем. Иртнӗ 15 ҫулта республикӑра шыв-шур сарӑлнине пула икӗ хутчен, 
2012-мӗш тата 2013-мӗш ҫулсенче чрезвычайлӑ лару-тӑру йӗркине йышӑннӑ. Ун чухне Улатӑра шыв илнӗ, ҫынсене эвакуацилеме тивнӗ. Ку хула халӗ те тимлӗхре.

Ҫак кунсенче унта Сӑр тата Бездна юханшывӗсем ҫинче пӑр капланма пултаракан вырӑнсене каснӑ, хӑйӑр, кӗл сапнӑ. Ытти муниципалитетсенче те шыв-шур сарӑласран асӑрханаҫҫӗ.      
Республикӑра ейӗве пула пурӗ 17 муниципалитетри 57 ялпа хула шар курма пултарать. Ҫавӑн пекех 85 тӑваткал ҫухрӑм ял хуҫалӑх ҫӗрӗсене шыв илес хӑрушлӑх пур. Яваплӑ тапхӑра республикӑра хатӗр. Ҫынсене вӑхӑтлӑх вырнаҫтарма 18 пункт хатӗрленӗ. Ҫӑлав службисем хӑйсен ӑсталӑхне туптас тӗлӗшпе  тренировкӑсем ирттернӗ.


Екатерина Фомина, Димитрий Макаров