Вӑрҫӑ ҫинчен ҫырнӑ чуна тивекен сӑвӑсене пӗр ҫӗре пухас шухӑш Дмитрий Михайлов режиссерӑн тахҫанах ҫуралнӑ. Анчах та вӗсем нумай-ҫке. Ҫавӑнпа та мӗн шутланине пурнӑҫа кӗртме тӗрӗс мел тупмалла пулнӑ. Ҫапла Паллӑ мар салтак - фронта тухса каякансен пӗтӗмӗшле сӑнарӗ ҫуралнӑ. Вӑл вӑрҫӑ ҫулӑмӗ витӗр пӗтӗм йывӑрлӑха парӑнтарса утса тухать.
Спектакльте Анна Ахматован, Роберт Рождественскийӗн, Константин Симоновӑн тата ытти паллӑ поэтсен сӑввисем янраҫҫӗ. Вӗсем кашни куракан чунне пырса тивеҫҫӗ. Чи пахи - ку баллада ачасене тыткӑнлани. Вӗсене кӑсӑклантарса ярас тесе моноспектакль туман - кунта ытти артистсем те хутшӑнаҫҫӗ. Тӗрлӗ видеопа анлӑ усӑ кураҫҫӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи юрӑсем те янраҫҫӗ.
Тӗп сӑнар юратнӑ ҫыннине панӑ сӑмаха тытать - чӗрӗ-сывӑ таврӑнать. Вӑл 4 ҫул килте пулман, ҫав вӑхӑтра унӑн хӗрачийӗ 4 тултарать. Вӗҫӗнче постановка авторӗсем фронтран таврӑнайманнисене тата вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫӗршыва ура ҫине ҫӗкленисене аса илме сӗнеҫҫӗ. Премьера хыҫҫӑн зал Чӑваш халӑх артистне Раиса Федорована чысларӗ. Вӑл та вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче нумай нуша тӳссе ирттернӗ. Ҫак спектакльпе Ҫамрӑксен театрӗнче патриотла пулӑмсен марафонӗ пуҫланчӗ
"Вӑрҫӑ ахрӑмӗ " спектакле тепӗр хут нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче курма пулать.
Надежда Александрова, Наталия Егорова, Михаил Солин