"Кӗмӗл чунлисем" хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштаракан курав хатӗрленӗ. Нумайӑшӗ тӗрлӗ япала ӑсталаса нушана лекнисене тӗрев парать. Семеновсем тӗп хулара пурӑнаҫҫӗ пулин те, тӑван ялӗнче ашшӗ-амӑшне ҫӑматӑ йӑвалама пулӑшаҫҫӗ. Ҫак ӑсталӑха вӗсем ламран лама куҫарса пырса аталантараҫҫӗ.
Светлана Мефодьева та тахҫанах волонтерсен юхӑмӗнче. Вӗсем упӑшкипе кедр хунавӗсем ӳстереҫҫӗ, йывӑҫсемпе экологи акцийӗсем ирттерме тивӗҫтереҫҫӗ. Унсӑр пуҫне пир тӗртеҫҫӗ, пиҫиххисем ӑсталаҫҫӗ. Зоя Смирнова пенсионер. Вӑл ӗмӗр тӑшшӗпе экономистра ӗҫленӗ. Халӗ ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшас тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшать. Елчӗкри Елена Петрова та тивӗҫлӗ канура тесе алӑ усса лармасть. Тӑван тӑрӑхра иртекен мӗн-пур ӗҫ-пуҫа хастар хутшӑнать. Вӑл шутра салтаксене те тимлӗх уйӑраҫҫӗ.
Лариса Мышева 3-мӗш ҫул республикӑри кӗмӗл волонтерсен ӗҫне йӗркелесе пырать. Вӗсен мӑнаҫланмалли нумай. Сӑмахран, тӗрлӗ вӑрҫӑра аманнисем валли "Хӗрлӗ гвоздика " акци ирттерсе кӑҫал 189 пин тенкӗ ытла пуҫтарнӑ. Ку вӑл Шупашкар хулинче кӑна. Ҫитес ҫул ытти хулапа округра та йӗркелес тӗллевлӗ. Николай Фомиряков маҫтӑр хай мӗн пӗлнине ҫамрӑксене вӗрентсе хӑварасшӑн. Юрӑ-кӗвӗ тӗнчине Юля мӑнукне те явӑҫтарать.
Куравпа Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паллашрӗ. Унта хутшӑнакан кашни ҫемьепе калаҫрӗ. Пухӑннисене саламланӑ май, Чӑваш Ен ертӳҫи кӗмӗл волонтерсем ҫамрӑксемшӗн тӗслӗх пулнине палӑртрӗ. Малашне те чун хавалӗпе ырӑ ӗҫсем тума ҫирӗп сывлӑх сунчӗ. Уявра чи пултаруллисене наградӑсем парса хавхалантарчӗҫ. Комсомольски тӑрӑхӗнчи Асанкассинче пурӑнакан Тамара Салаева "Анне" паллӑна тивӗҫрӗ. Вӑл 5 ача ҫуратса тата пӗр ача усрава илсе ӳстернӗ. 42 ҫул шкулта математика вӗрентнӗ.
Паянхи куна республикипе пин те 500 ҫын кӗмӗл волонтерсен ретӗнче тӑрать. Вӗсем обществӑшӑн пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем тӑваҫҫӗ: нумай ачаллӑ тата сахал тупӑшлӑ ҫемьесене пулӑшаҫҫӗ, ваттисене тата сусӑрсене пӑхаҫҫӗ, тирпей-илем кӗртес ӗҫе хутшӑнаҫҫӗ тата ытти те.
Надежда Александрова, Екатерина Янгалакова