Ҫамрӑксем нумай ҫул пӗрле пурӑнакан мӑшӑрсенчен тӗслӗх илеҫҫӗ

Шӑнкӑртам тӑрӑхӗнче 10-мӗш хут республика шайӗнчи тата пӗрремӗш хут регионсем хушшинчи ҫемье фестивалӗ иртрӗ. Ӑна Чӑваш Енри мӑсӑльмансен тӗн управленийӗ йӗркелет. Уявра ҫур ӗмӗр ытла пӗрле пурӑнакан  мӑшӑрсене чысларӗҫ. 

Кӑҫалхи фестивале Раҫҫейри Ҫемье тата республикӑри Экологи культурипе ҫут ҫанталӑкпа типтерлӗ усӑ курмалли ҫулталӑксене халалланӑ. Хӑнасем  малтанах Шӑнкӑртамри 1-мӗш вӑтам шкула пуҫтарӑнчӗҫ. Унта ҫемьесен пӗлтерӗшне тата Раҫҫейри йӑла-йӗркесен хаклӑхне халалланӑ ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. Уявӑн иккӗмӗш пайӗ кафере пулчӗ. Ксыл Чышмари Арысланпа Халверия Салимгереевсем 55 ҫул пӗрле. Ывӑлӗпе икӗ хӗрне пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине тӑратнӑ. Вӗсен 7 мӑнук, халӗ пӗрремӗш кӗҫӗн мӑнукне кӗтеҫҫӗ. Ҫемье пуҫӗ нумай ҫул вӗрентекенре, колхоз председателӗн ҫумӗнче, шкул директорӗнче вӑй хунӑ. Унпа юнашар яланах мӑшӑрӗ пулнӑ. Вӑл вара кӗҫӗн классен учитӗлӗнче, ача садӗнче тӑрӑшнӑ.

Тӗрлӗ ӑрӑва пӗрлештерекен фестивалӗн пӗлтерӗшӗ ҫулран-ҫул ӳссе, хутшӑнакансен йышӗ те анлӑланса пырать. Кӑҫал уява Шӑмӑршӑ, Патӑрьел, Елчӗк, Канаш тӑрӑхӗсенче тата Шупашкарта пурӑнакан тутар ҫемйисем килсе ҫитнӗ. Уявра 50, 55, 60 тата унтан та ытларах ҫул пӗрле пурӑнакансене тата нумай пулмасть пӗрлешнӗ ҫамрӑк мӑшӑрсене чысларӗҫ. Хӑнасене ҫӗршыври мӑсӑльмансен тӗн пухӑвӗн пуҫлӑхӗ Альбир хазрат Крганов ячӗпе унӑн пӗрремӗш ҫумӗ Денис хазрат Мустафин саламларӗ. 
Ҫемье - кашни ҫыннӑн пурнӑҫӗнче чи пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Мӑшӑрсем пӗр-пӗрне хисеплесен, ӑнлансан пурнӑҫ та кал-кал пырать. Ачасем те юратура ҫитӗнсе малашне ҫирӗп ҫемье ҫавӑраҫҫӗ.


Оксана Верликова, Димитрий Макаров