Ҫамрӑк спортсменсем ирӗклӗ майпа кӗрешсе Ҫӗнӗ Ҫул парнисене выляттарчӗҫ

Шупашкарта Валерий Кочков ячӗллӗ олимп резервӗн спорт шкулӗнче ирӗклӗ майпа кӗрӗшессипе Ҫӗнӗ Ҫул турнирӗ иртрӗ. Ҫамрӑк спортсменсем Шупашкарти ҫӑкӑр пӗҫерекен 1-мӗш завод пуҫлӑхӗн Елена Бадаеван парнисемшӗн тупӑшрӗҫ.

Ҫӗнӗ Ҫул умӗн ҫак турнира ирттересси тахҫантанпах йӑлара. Ӑмӑртӑва кӑҫалхипе 23-мӗш хут йӗркелерӗҫ. 250 спортсмен 21 виҫе ушкӑнӗнче тупӑшрӗ. Кашниех хӑйӗн ӑсталӑхне туллин кӑтартма тӑрӑшрӗ.  Тренерсем пӗчӗк спортсменсене тимлесе тӑчӗҫ. Шӑпах ҫакӑн пек ӑмӑртусем спорт Олимпӗнче ҫӗнӗ ҫӑлтӑрсене ҫутӑлма пулӑшаҫҫӗ.

Ҫӗнтерӳпе тата ҫывхарса килекен Ҫӗнӗ Ҫул ячӗпе ачасене саламлама Хӗл Мучипе Юр Пике те ҫитрӗҫ. Пӗчӗк спортсменсем ҫакӑншӑн уйрӑмах савӑнчӗҫ.

Тупӑшу хӗрӳ иртрӗ. Ҫӗнтерни мар, хутшӑнни уйрӑмах паха пулнине шута илсе пур ачана та ҫӑкӑр пӗҫерекен 1-мӗш заводӑн пылак парнисене парса хавхалантарчӗҫ.

Диана Иванова, Михаил Солин