Ырӑ ӗҫе республикӑра пурӑнакан ытти халӑх ҫыннисем те хастар хутшӑнаҫҫӗ. Акӑ, Шупашкарти азербайджансен пӗрлешӗвӗ хула администрацийӗн Ленин районӗн управине гуманитари пулӑшӑвӗпе ҫитрӗ.
Курупкасенче консервӑсемпе пылак ҫимӗҫ, чей, кофе, типҫу, сахӑр, ача-пӑчапа хӗрарӑм тумӗ. Ҫавӑн пекех кӗрпе, шыв тата ытти апат-ҫимӗҫ. Ҫакӑн евӗр пулӑшу вӗсем фронта тӑтӑшах яраҫҫӗ. Салтаксене валли ӑшӑ ҫи-пуҫ, эмел тата ытти кирлӗ хатӗр ӑсатаҫҫӗ. - Раҫҫей халӑхӗпе пӗр шухӑшлӑ пулса ҫӗнтерӗве пӗрле ҫывхартатпӑр,- теҫҫӗ.
Халӑх Курск тӑрӑхӗнче пурӑнакансемпе тата ҫарти салтаксемпе пӗрле пулни халӗ темрен те паха. Ҫак сӑваплӑ ӗҫе хутшӑнакансем ыттисемшӗн те ырӑ тӗслӗх вырӑнӗнче пуласса шанатпӑр.
Алексей Енейкин