Ҫак хисепе чӑннипех тивӗҫ

Муркаш тӑрӑхӗнчи Треньккӑ ялӗнчи урама Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗн, икӗ хут Хӗрлӗ ҫӑлтӑр орденне тивӗҫнӗ Гаврил Волковӑн ятне пама йышӑннӑ. Ҫакна халалласа йӗркеленӗ савӑнӑҫлӑ пухура ҫавӑн пекех ветеранӑн асӑну хӑмине уҫрӗҫ.

Ялти ҫӗнӗ урама Гаврил Волков ятне пама Муркаш округӗн администрацийӗ 2021-мӗш ҫултах йышӑну тунӑ. Ветеран 1924-мӗш ҫулта, раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Ойкас ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑрҫӑ пуҫланиччен пӑрахут ҫинче ӗҫленӗ. Ӑна бронь пама пултарнӑ пулин те, каччӑ Ярославльти ҫар училищине вӗренме кайнӑ. Ӑна пӗтерсен 18-ти ҫамрӑк 1942-мӗш ҫулта 3-мӗш Беларуҫ фронтне лекнӗ, стрелоксен 215-мӗш дивизийӗн 707-мӗш полкӗнчи взвод командирӗ пулнӑ. 1944-мӗш ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче ҫарти ҫитӗнӳсемшӗн Гаврил Васильевича Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе наградӑланӑ. Тепӗр уйӑхранах вӑл ҫак наградӑна иккӗмӗш хут илме тивӗҫ пулнӑ. Ҫав ҫулах ҫурла уйӑхӗнче ҫамрӑк офицер йывӑр аманать - снаряд ванчӑкӗ ҫурӑм шӑммине лекет. Вӑл чылай вӑхӑт Хусанти госпитальте сипленет, анчах та ура ҫине тӑраймасть. Апла пулин те ветеран пуҫа усман.1949-мӗш ҫулта Гаврил Васильевич ялти учительницӑпа Мария Илларионовапа ҫемье ҫавӑрнӑ, хӗрпе ывӑл ҫуратса ӳстернӗ. Василий ывӑлӗ те пурнӑҫне ҫарпа ҫыхӑнтарнӑ - Германире хӗсметре тӑнӑ. Людмила Гавриловнӑн 2 ывӑлӗ вара хальхи вӑхӑтра хӗрӳ вырӑнта - ятарлӑ ҫар операцинче. Юрий шӑпах черетлӗ канӑва килнӗччӗ. Вӑл кукашшӗ ячӗпе урам уҫнипе ҫав тери мӑнаҫланать.

Гаврил Волков ҫак хисепе чӑннипех тивӗҫ,- терӗҫ уява пухӑннисем. Вӑл ял пурнӑҫне яланах хастар хутшӑннӑ. Ачасене шашка-шахмӑтла выляма вӗрентнӗ. Вулама питӗ юратнӑ. Ветеранӑн ывӑлӗ Василий Гаврилович 13 ҫулта чухне ашшӗсӗр тӑрса юлнӑ. Ҫавах та аса илмелли темӗн чухлех, тет вӑл
Ҫӗнӗ урам, унпа пӗрле ял та аталансах пытӑр, ачасем ӳсчӗр, килес ӑрусем вӑрҫӑ паттӑрӗсен ячӗсене асра тытчӗр, терӗҫ пухӑннисем. 


Надежда Александрова, Михаил Солин