Ку центр аутизмпа аптракан ачасене пулӑшакан Чӑваш Енри пӗрремӗш учреждени. Ӑна Пӗтӗм Раҫҫейри ятарлӑ конкурсра ҫӗнтернипе уҫма май килнӗ. Ҫакӑн валли 2 миллион тенкӗ грант тивӗҫнӗ. Кунта 3 ҫултан пуҫласа 8 ҫулчченхи ачасене пулӑшаҫҫӗ, садике, шкула кайма хатӗрлеҫҫӗ. Специалистсем вӗсемпе тӗрлӗ енлӗ ӗҫлеҫҫӗ: кулленхи пурнӑҫа хӑнӑхтараҫҫӗ, ытти ачасемпе хутшӑнма вӗрентеҫҫӗ. Хӑшӗсем, сӑмахран, калаҫаймаҫҫӗ. Ку ачасене логопедсем тимлӗх уйӑраҫҫӗ.
Центра мӗн кирлипе пӗтӗмпех тивӗҫтернӗ. Кунта вӗренӳ, вӑйӑ пӳлӗмӗсем йӗркеленӗ. Ачасене ӑнланма ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе, кашни хӑнӑхтарӑва ӳкерчӗксемпе ҫирӗплетнӗ. Паян центра 20 ача ҫӳрет. Вӗсемпе дефектологсем, логопедсем, психологсем эрнере 2 хут заняти ирттереҫҫӗ. Реабилитаци курсӗ 4 уйӑх пырать.
Чирлӗ ачасен ашшӗ-амӑшне те ҫӑмӑл мар. Ҫавӑнпа вӗсене те тимлӗх уйӑраҫҫӗ специалистсем: консультацисем, тренингсем, ӑсталӑх сехечӗсем ирттереҫҫӗ.
Диана Иванова, Виктор Степанов