Аталану сукмакӗпе 30 ҫул

Лапсарти ӳнер шкулӗ ҫавраҫулне паллӑ турӗ. Унӑн историйӗпе, паянхи кун-ҫулӗпе пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ паллашрӗ. 

Паянхи кун ачасен ӑсталӑхне тӗрлӗ енлӗн аталантаракан пӗлӳ ҫурчӗ кӗрлесе тӑрать. Кулленех кунта 420 арҫын ачапа хӗрача мӗн пӗлнине ҫирӗплетме, тарӑнлатма васкать. "Пысӑках мар ҫуртра пӗр ҫемьери пек туслӑн, килӗштерсе пурӑнатпӑр", - теҫҫӗ педагогсем. Шала кӗрсенех кашни пӳлӗмрех ӗҫ вӗрени сисӗнет. Пӗринче музыка инструменчӗ калама вӗренеҫҫӗ, тепринче вӗрентекенсем ачасене ташӑ вӑрттӑнлӑхӗсене уҫса параҫҫӗ, ылтӑн алӑллисен те тунсӑхлама вӑхӑт ҫук. Пурӗ 6 уйрӑм ӳнер шкулӗнче. 1993-мӗш ҫулта, шкул уҫӑлсанах ӑна ертсе пыма ҫамрӑк та мал ӗмӗтлӗ Светлана Семенована шаннӑ. Паянхи кун та вӗренӳ учреждени коллективне вӑлах ертсе пырать. Маттур педагогсем тӑрӑшнипе ӳнер енӗпе аталанма шутланӑ ачасем тӗрлӗ конкурс-фестиваль ҫӗнтерӳҫисем пулса тӑраҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗпе пӗр шухӑшлӑ пулни те пӗлтерӗшлӗ.

Кӑҫал Лапсарти ӳнер шкулӗ Республика Пуҫлӑхӗн 100 пинлӗх грантне тивӗҫнӗ. Ҫак укҫапа вӗсем "Джазра ачасем кӑна" проекта аталантарма палӑртнӑ.

 

Алиса Александрова, Наталия Егорова, Виктор Степанов