Канашлӑва республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен 20 ытла фермерпа питомник ертӳҫи пухӑннӑ. Малтанах министр паянхи кун патшалӑх кӳрекен пулӑшу меслечӗсене аса илтерчӗ. "Хальхи вӑхӑтра 4 майпа усӑ курма пулать. Ку вӑл "Агростартап" тата "Перспектива" грантсем тата нумай ҫул ӳсекен ҫырла лартса ӳстерессине саплаштаракан субсидисем", - палӑртрӗ Сергей Артамонов.
Чылай фермер суйлакан ҫул-йӗрӗн республикӑра чӑннипех те малашлӑхӗ пур. Малтанхи 2 ҫулта Чӑваш Енри 3 фермер патшалӑхран пулӑшу илнӗ пулсан, 2021-23-мӗш ҫулсенче 31 хуҫалӑх проектне ырласа 152 миллион тенке яхӑн укҫа уйӑрнӑ. Ҫак йышра Комсомольски тӑрӑхӗнче хӑйӗн ӗҫне пуҫарнӑ Олег Кашкаров та. Халӗ хуҫалӑх лаптӑкӗ - 3 гектар. Тӑвай тӑрӑхӗнче ҫырла ӳстерекен Владислав Кузьмин та малтанхи утӑмсене патшалӑх витӗмӗпе тунӑ.
Пухӑннисем пӗр шухӑшлӑ пулса вӑрлӑх лартмалли, тухӑҫа тирпейлемелли техника туяннӑ тӑкака 30-45% процент таран саплаштарассине вӑя кӗртме сӗнчӗҫ. Ыйтӑвӗсем татах та пур ҫырлаҫӑсен. Халӗ хӑмла ҫырли тата ытти ҫимӗҫе лартса ӳстернӗ тӑкаксене ҫӗршыв бюджечӗ 80 процент таран саплаштарать. Анчах регионта палӑртнӑ йӗрке тӑрӑх 1 гектартан 121 пин тенкӗрен ытла мар. "Расхутсене шута илес пулсан ҫакӑ ҫӗнӗ культурӑпа ӗҫлеме пуҫлама ҫителӗксӗр, "Перспектива" гранта вара ку пулӑшӑва кӗртмен", - тет Чӑваш Енри ҫырла кооперативӗн ертӳҫи Валерий Комиссаров.Тоннель теплицӑсенче ҫырла туса илме хальлӗхе 5 миллион тенкӗпе танлашакан "Перспективӑн" пулӑшу виҫине ӳстерни те чылай ҫӑмӑллӑх кӳмелле. "Тӗлпулура хускатнӑ кашни ыйтӑва малтан Ял хуҫалӑх министерствин Обществӑлла Канаш шайӗнче, унтан Патшалӑх Канашӗнче, Правительствӑра пӑхса тухӑпӑр", - терӗ Сергей Артамонов. Ҫырла фестивальне ирттересси пирки те сӑмах хускатрӗҫ тӗлпулура. Уяв пӗлтӗрхи вырӑнтах - Шупашкар тӑрӑхӗнчи "Ивушка" питомникра пулӗ.
Алиса Александрова, Виктор Степанов