Ӳнер училищи - сӑрӑ ӑстисене хатӗрлекен республикӑри чи аслӑ вӗренӳ учрежденийӗсенчен пӗри. Мӗн чухлӗ паллӑ ӳнерҫӗ тухнӑ кунтан. Курава уҫма сумлӑ хӑнасем, художниксем, культура ӗҫченӗсем, студентсем пухӑнчӗҫ. Экспозицире живопиҫ, графика, дизайн ӗҫӗсем, ҫавӑн пекех халӑх пултарулӑхӗн тӗсӗсем пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Ӳнер училищинче ҫӗнӗ специальноҫсене те алла илме пулать.
"Училище ӳнер шкулӗн йӑли-йӗркине тытса пырать пулин те, хальхи вӑхӑтпа тан утать", терӗ культура министрӗ Светлана Каликова пухӑннисене саламланӑ май. Пӗлӳ ҫурчӗн сумӗ пысӑк. Хӑй вӑхӑтӗнче кунтан Праски Витти, Анатолий Рыбкин Чӑваш халӑх художникӗсем, Александр Федосеев, Виктор Бритвин тата ытти палла ӳнерҫӗсем ӑсталӑхне туптанӑ.
Пухӑннисем те вӗреннӗ вӑхӑтсене аса илчӗҫ, курава хакларӗҫ. Паян ӳнер училищинче 260 ытла ҫамрӑк пӗлӳ пухать. Вӗсемпе пысӑк ӑсталӑхлӑ педагогсем ӗҫлеҫҫӗ. Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнчи курав юпа уйӑхӗн 27-мӗшчен ӗҫлет.
Диана Иванова, Святослав Петров