Ӑсталӑха тата професси сумне ӳстерес тӗллевпе

Шупашкарта "Чи лайӑх троллейбус водителӗ" Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн финалӗ пулать. Ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫӗршыври 30 ытла регионтан пухӑнакан водительсем тупӑшӑва пуҫлӗҫ.

Эдуард Арсентьев 28 ҫул троллейбус водителӗнче тӑрӑшать, пассажирсене 1-мӗш маршрутпа турттарать. Вӑл ҫу уйӑхӗнче иртнӗ конкурсӑн регионти тапхӑрӗнче ҫӗнтернӗ.  Халӗ республика чысне Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртура хӳтӗлеме хатӗрленет.

Водительсен теорипе  пӗрлех ҫул-йӗр правилисене, техникӑна лайӑх пӗлмелле, унсӑр пуҫне ятарлӑ хӑнӑхтарусем пурнӑҫламалла. Ӑмӑрту ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа 9-мӗшчен пырать. Унта Станислав Зотов та хутшӑнать. Нумай япалана пӗлетпӗр пулин те, ҫав ҫавах хумхантарать, тет вӑл. Чӑваш Ен ятне ӳкерес мар тесе водительсем тӑрӑшса хатӗрленеҫҫӗ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене тӗрлӗ номинацире палӑртаҫҫӗ. "Чи лайӑххи" ята тивӗҫекен 300 пин тенкӗ выляса илӗ. 2-мӗш вырӑншӑн 150 пин тенкӗ, 3-мӗш вырӑншӑн 50 пин тенкӗ параҫҫӗ. Конкурс финалне пирӗн патра ахальтен мар ирттереҫҫӗ. Республика тӗп хули 555-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тума хатӗрленет. Унсӑр пуҫне Чӑваш транспорт управленийӗ кӑҫал 60 ҫул тултарать. Ҫавӑн пекех техника паркӗ те пуянланса пырать.


Диана Иванова, Михаил Солин