Ашшӗпе ывӑлӗ ялта "Зарница" вӑййине ҫӗнӗрен пуҫарнӑ

Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Малтикас Ялтӑрара 2-мӗш ҫул хастарсем  ҫарпа спорт ӑмӑртӑвне йӗркелеҫҫӗ.

Ҫак шухӑш сакӑр ҫул каяллах ҫуралнӑ, тет Александр Михайлов. Вӑл Евгений ывӑлне салтак кутамкки кӑтартнӑ та, шкул ачине ҫар теми питӗ кӑсӑклантарса янӑ. Чи малтан ӑмӑртусене хулара тӑванӗсемпе тусӗсене чӗнсе ирттернӗ. Пӗлтӗр вара ялти ачасене те Зарница юхӑмне явӑҫтарнӑ. Сӑмах май, пӗтӗм хатӗре хастарсем хӑйсен укҫипе туяннӑ. Малтикас Ялтӑрара пурӑнакансем те май килнӗ таран пулӑшнӑ. Ҫапла кӑҫал юнашар ялсенчи вун-вун ачана ҫарпа спорт вӑййине явӑҫтарнӑ. Йӗркелӳҫӗсен сӑмахӗпе, «Зарницӑна» хутшӑннин усси куҫкӗрет - ҫамрӑк ӑру чылай ҫӗннине пӗлет. Тӗслӗхрен, ҫулӑм сӳнтермелли хатӗрпе тепӗр чухне аслисем те усӑ курма пӗлмеҫҫӗ, ачасем вара пӗр хӑрамасӑр "хӗрлӗ автана" лӑплантараҫҫӗ, васкавлӑ службӑсен ӗҫӗпе паллашни те паха.

 

Вероника Павлова