Ӑмӑртуччен 3 эрнерен сахалрах вӑхӑт юлчӗ

Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Атӑл урлӑ ишсе каҫассипе "Чебсвим" ӑмӑрту пулать. Ҫавна май тренировкӑсем пуҫланнӑ.

Хальхи ӑмӑрту 7-мӗш пулать. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халаллаҫҫӗ. Йӗркелӳ комитетӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, ку тупӑшӑва республикӑри кӑна мар, урӑх регионсенчи спортсменсем те кӗтеҫҫӗ. Шыва кӗмелли тапхӑр уҫӑлнӑранпа кӑмӑл тӑвакансем валли тренировкӑсем ирттереҫҫӗ. Эрнере 5 хут пулаҫҫӗ вӗсем. Пӗрремӗш тренировкӑна студентсем те хутшӑнчӗҫ. Мускав ҫыранлӑхӗн хӗррипе 21 спортсмен 2 ҫухрӑм ытла ишсе тухрӗ. Тӗп стартчен вара 3 эрнерен сахалрах вӑхӑт юлчӗ.

 

Диана Иванова, Вячеслав Ильин