Александр Артемьев Элӗк тӑрӑхӗнчи Тури Вылӑ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, 1942-мӗш ҫулта вӑтам шкул пӗтерсенех хӑй ирӗкӗпе фронта тухса кайнӑ. Кӗҫӗн командир Маньчжурире Японие хирӗҫ те ҫапӑҫнӑ, виҫӗ хут аманнӑ, паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн ӑна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 1-мӗш степеньлӗ орденӗпе тата медальсемпе наградӑланӑ. Вӑл вӑрҫӑран икӗ чӑматан алҫырупа таврӑнни паллӑ. Унӑн ҫырас туртӑмӗ 11 ҫулта чухнех вӑраннӑ-мӗн.
Кунсӑр пуҫне каччӑ сӗрме купӑс ӑста калани тӗлӗнтерет. Ку вӑрҫӑри сӑн ӳкерчӗкре те сӑнарланса юлнӑ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫыравҫӑ "Ялав", "Тӑван Атӑл" журналсенче ӗҫленӗ вӑхӑтрах Литература институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Чӑваш сӑмахлӑхӗн ылтӑн ҫӳпҫине кӗнӗ хайлавӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри кун ҫути курма тытӑннӑ. Ҫемйи чӑмӑртаннӑ. Пӗрремӗш арӑмӗпе ҫуратнӑ Александра хӗрӗ ашшӗне юратса аса илет.
Поэзире те, куҫарупа критика ӗҫӗнче те палӑрнӑ Александр Артемьев уйрӑмах прозӑра пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ. Унӑн "Ҫул уҫӑ», "Ан авӑн, шӗшкӗ" йышши хайлавӗсене, "Салампи" повӗҫпе "Тӑвӑл умӗн" романне кашни чӑваш шкул ҫулӗсенчех пӗлет.
Шупашкарти литература музейӗнче Александр Артемьев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа фондра пухӑннӑ кӗнекесемпе сӑн ӳкерчӗксенчен "Прозӑри поэт" ятлӑ пысӑках мар курав йӗркеленӗ. Пирӗн телевидени архивӗнче вара ҫыравҫӑ 1990-мӗш ҫулта чӑваш писателӗсен съездӗнче ҫапла калани сыхланса юлнӑ.
Чӑваш вулаканӗшӗн тӗслӗхлӗ хӗр сӑнарне тупма пултарнӑ "Салампи" повӗҫе Александр Спиридонович 6 вариант таран улӑштара-улӑштара ҫырнӑ. Хӑйӗн аллипе тасан куҫарса ҫырнӑ алҫырӑвӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗн институчӗн архивӗнче упранать. Салампи шухӑшласа кӑларнӑ сӑнар мар, унӑн прототипӗ Таисия Щербакова ятлӑ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ "Салампи" спектакль сцена ҫине кӑларчӗ. Премьерӑна паян каҫхине 18 сехет ҫурӑра кайса курма пулать.
Марина Карягина, Екатерина Янгалакова