Агропромышленноҫ комплексӗнчи ҫитӗнӳсемпе, ҫут ҫанталӑк пуянлӑхӗпе паллаштараҫҫӗ

Мускаври ВДНХра иртекен "Россия" куравра республикӑн ял хуҫалӑх тата ҫут ҫанталӑк министерствисен эрни пуҫланчӗ. Нарӑсӑн 18-мӗшчен хуҫаланӗҫ унта вӗсем. 

Чӑваш Енӗн ыттисене кӑтартмалли, сӗнмелли пайтах. Ҫакна ял хуҫалӑхне халалланӑ экспозици те ҫирӗплетет. Пыл туса илесси аталанса пырать республикӑра. Ҫулталӑкне 823 ытла тонна пылак ҫимӗҫ юхтараҫҫӗ хурт-хӑмӑр ӑстисем. Куравра ҫак ӗҫпе "Мелилотус" кооператив паллаштарать. Кунтах ӑвӑс ҫурта хатӗрлеме вӗрентеҫҫӗ. Мускавра пурӑнакан Ирина Светликова ҫак ӑсталӑх сехетне хутшӑнма тесе ятарласа килнӗ. - Чӑвашсен стенчӗ илӗртӳллӗ те кӑсӑк, тухья евӗр хурӑмӗ уйрӑмах килӗшет, -  тет вӑл.

Зинаида Кустова вара Владимир облаҫӗнчен. Вӑл VR-куҫлӑх тӑхӑнса Чӑваш Ен тӑрӑх ҫул ҫӳреве тухрӗ. Патӑрьел тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗскер тӑван ене виртуаллӑ пулин те ҫитсе курнӑшӑн питӗ хӗпӗртерӗ. 
Куравпа паллашакансем "симӗс ылтӑн" умӗнче те пӗрин хыҫҫӑн тепри чарӑнса тӑраҫҫӗ. Вӑл пур ҫӗрте те ҫук. Раҫҫейре туса илекен хӑмлан 90 проценчӗ Чӑваш Енре ҫитӗнет. Ҫак ӗҫ халӗ вӑй илсе пырать. Хӑмла тирпейлемелли техника пуҫтарнӑ, пахалӑхне тӗпчемелли лаборатори уҫнӑ. "Раҫҫей симӗс ылтӑнӗ" фестиваль те кашни ҫулах хӑна-вӗрле пухать. Сӑмах май, курав-форумра унта кайма йыхрав хучӗ выляттарӗҫ. Унсӑр пуҫне тӗрлӗ викторинӑпа ӗҫ-пуҫа хутшӑнакансене хӑмла тултарнӑ минтер парнелеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ҫырла фестивальне тата лашасен ӑмӑртӑвне те сертификат ҫӗнсе илме пулать. - Экспозицие ҫӗнетсех тӑрӑпӑр, - тет Сергей Артамонов министр. Нарӑсӑн 4-мӗшӗччен пылпа хӑмла туса илекенсем, 6-мӗшӗнчен сӗт тирпейлекен предприятисем хӑйсемпе паллаштарӗҫ.

Ҫут ҫанталӑк министерстви те нумай ӗҫ-пуҫ хатӗрленӗ. Ҫав шутра экологипе ҫыхӑннӑ ӑсталӑх сехечӗсем, викторинӑсемпе конкурссем. Пултарулӑх ушкӑнӗсем те форум хӑнисене савӑнтарсах тӑраҫҫӗ. Хальхинче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн солисчӗсем сцена ҫине тухрӗҫ.

"Главный вопрос" космооперӑри робот йытӑ уйрӑмах тӗлӗнтерчӗ куракана. Вӑл сывлӑх сунма, ташлама, икӗ ура ҫине тӑма ӑста. Ӗне суса курма та май пулӗ. Хӑйне евӗр аттракцион нарӑсӑн 18-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Ял хуҫалӑх тата ҫут ҫанталӑк министерствисен эрни шӑпах ҫавӑнччен пырать.


Екатерина Фомина, Сергей Емельянов