Африкӑн тӗлӗнмелле сӑнӗсем тата Крым илемӗсем

"Радуга" культура центрӗнче Станислав Воронов ӗҫӗсен куравӗ уҫӑлчӗ.

Станислав Воронов хӑй ку таранччен хура континентра пулса курман. Анчах та унӑн юлташӗ Африкӑри вуду фестивалӗнчен тӗлӗнмелле сӑн ӳкерчӗксем илсе килнӗ. Вӗсемпе хавхаланса художник ҫак аякри тӗнче пирки картинӑсен ярӑмне ӳкернӗ. Вуду фестивалӗ кашни ҫулах Африкӑри халӑхсен йӑли-йӗркипе кӑсӑкланакансене Ҫӗр чӑмӑрӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен чылай ҫынна пуҫтарать. Ытларах ӑна Бенин тата Того ҫӗршывӗсенче ирттереҫҫӗ. Хӑш-пӗр фестивальте фото е видео та ӳкерме чараҫҫӗ. Ҫакӑ унти халӑхсен ӗненӗвӗпе ҫыхӑннӑ. Апла пулин те ӳнерҫӗ ҫав ӗҫ-пуҫӑн хӑйнеевӗрлӗхне, ҫынсен характерне туллин сӑнлама тӑрӑшнӑ. Экспозицире 9 фотопа 9 ӳкерчӗк курма пулать.

Курава художник автопортретпа та пуянлатнӑ. Унта вӑл пуҫӗ ҫинче панулми тытса тӑрать, картина айӗнче те ҫак ҫимӗҫсем саланса выртаҫҫӗ. Ку вӑл сӑнарлӑ та пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫ. Ӑна кашни куракан хӑйне май ӑнланать.

Тепӗр залра Станислав Вороновӑн "Вдох мгновения" ятлӑ куравӗ вырнаҫнӑ. Ӑна Крым Республики Раҫҫейпе пӗрлешнӗренпе 10 ҫул ҫитнине халалланӑ. Станислав Кириллович ку тӑрӑхсене питӗ кӑмӑллать. Тинӗс тата тусем пурне те килӗшеҫҫӗ пуль, тет ӳнерҫӗ. Кунта 30 картина. Вӗсене 2 ҫул ӳкернӗ. Пӗтӗмпе Станислав Вороновӑн пуххийӗнче Крыма халалланӑ 200 ӳкерчӗк. Унта художник кашни ҫулах пулать. 
Станислав Воронов 10 ҫул ӗнтӗ "Радуга" культурӑпа курав центрӗпе туслӑ ҫыхӑну тытать. Тӑтӑшах кунта хӑйӗн ӗҫӗсен куравӗсене йӗркелет. Хальхи экспозицисемпе пуш уйӑхӗн 18-мӗшченех паллашма юрать.


Надежда Александрова, Наталия Егорова, Вадим Владимиров