Ачасене шкула хатӗрлеме пулӑшакан акцие ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсем хутшӑнчӗҫ

Пӗтӗм Раҫҫейри  акцие Чӑваш Ен те хастар хутшӑнать. Вӗрентекенсене ручка-кӑранташ, тетрадь тата ытти кирлӗ япала тултарнӑ кутамккасемпе тивӗҫтерекенсен йышӗнче депутатсем, сенаторсем, влаҫ тытӑмӗнче тӑрӑшакансем, тӗрлӗ пӗрлешӳ хастарӗсем. Ырӑ ӗҫе хальхинче республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсем те хутшӑнчӗҫ.

Ҫак акцие нумай ачаллӑ, сахал тупӑшлӑ, сусӑр ачасем ӳсекен, ашшӗсем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ҫемьесене пулӑшас тӗллевпе йӗркеленӗ. "Исток" агрофирма кашни ҫулах шкул ачисене савӑнтарма тӑрӑшать. Парнесене Шупашкарпа Ҫӗрпӳ округӗсенче, тӗп хулара вӗренекенсем тивӗҫрӗҫ. 3-мӗш класа каякан Рома ашшӗ ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнать. Арҫын ача амӑшӗ палӑртнӑ тӑрӑх, ку кирлӗ те вырӑнлӑ пулӑшу. - Патшалӑх  тимлӗх уйӑрни кӑмӑллӑ, - тет вӑл. Тӗл пулӑва пухӑннисене ял хуҫалӑх аталанӑвӗ пирки ӳкернӗ фильм кӑтартрӗҫ. Сергей Артамонов министр ачасене лайӑх вӗренме, ҫӗр ҫинче тӑрӑшакансен ӗҫне хаклама сунчӗ.

Раҫҫей сенаторӗ Николай Владимиров тата Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Николаев та кашни ҫулах ҫак акцие хутшӑнаҫҫӗ. Шупашкарти нумай ачаллӑ Лукьяновсен ҫемйинче шкула каякансем иккӗн: пӗри - пӗрремӗш  класа, тепри - виҫҫӗмӗшне. Иккӗшӗ те парнеллӗ пулчӗҫ.

 

Надежда Александрова, Екатерина Янгалакова, Вадим Владимиров