"Взлет" фестиваль ташлама, юрлама, сӑвӑ калама, сценкӑсем лартма кӑмӑллакан 7 ҫултан пуҫласа 17 ҫулчченхи ачасемпе ҫамрӑксене пӗр ҫӗре пуҫтарчӗ. Кӑҫал ӑна ҫӗршыври Ҫемье, республикӑри Экологи культурин ҫулталӑкӗсене халалласа йӗркеленӗ. Пухӑннисене Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев видеосалам ячӗ. Вӑл ҫамрӑксенче республика тата ҫӗршыв пуласлӑхӗ пулнине, пултаруллӑ яшкӗрӗме яланах пулӑшма хатӗррине палӑртрӗ.
Муркашри "Фантазия" ташӑ ушкӑнне конкурса хутшӑнакан ачасем 4-мӗш ҫул ҫӳреҫҫӗ. Ҫак вӑхӑтра вӗсем куракансене хӑйсен пултарулӑхӗпе пӗрре мар тыткӑнланӑ. Хальхинче те вӗсене залра ларакансем тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хавхалантарчӗҫ.
Фестивальте уйрӑмах юрлакансем хушшинче ҫивӗч конкурс пулнӑ. Ачасем ушкӑнпа та, пӗчченшерӗн те тӗрлӗ жанрлӑ юрӑсем шӑрантарнӑ. Шупашкарта пурӑнакан Лена Еремеева сцена ҫине "Ан манӑр" ятлӑ патриотла юрӑпа тухрӗ. Хӗрача хула, республика, ҫӗршыв шайӗнчи конкурссене хутшӑнса ҫитӗнӳсем тунӑ. Ҫавӑн пекех чӑвашла юрлакансем, сӑвӑ калакансем те сахал мар пулнӑ. Фестиваль ачасемшӗн чӑн-чӑн уяв пулчӗ. Вӑл сцена ҫине тухакан кашни ҫамрӑкӑн пултарулӑхне ҫул уҫма пулӑшӗ.
Оксана Верликова, Михаил Солин