90-ри кӳршинчен ял-йыш тӗлӗнсе тӑрать

Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Кӗҫӗн Патӑрьелте пурӑнакан Евдокия Ситова - вӑрҫӑ ачи. Йышлӑ ҫемьере ӳснӗ Альтук аппа хӑй те ултӑ ача ҫуратса ӳстернӗ, тивӗҫлӗ канӑва тухсан та колхоз ӗҫне пӑрахман. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин асапӗ витӗр тухнӑ ӗҫ ветеранӗ 90 тултарчӗ.

Альтук аппан кил-ҫурчӗ тултан та, шалтан та тетте пек. Сӗтел-пуканне хӑй ҫыхнӑ сармапа капӑрлатнӑ. Ҫамрӑкран тирпейпе илеме хӑнӑхнӑ кинемин ал ӗҫӗсене мӑнукӗсем ют ҫӗршывра та кӑтартса тӗлӗнтернӗ иккен.

Валентина Ситова Раҫҫей тава тивӗҫлӗ тата Чӑваш халӑх артисчӗн амӑшӗ  Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. 30-мӗш ҫулхисем мӗнле нуша тӳссе ҫитӗннине сӑмахпа каласа пама та май ҫук. Хӗрача улттӑ тултарсан вӑрҫӑ тухнӑ. Ҫемьери ултӑ ачаран иккӗшне пытарнӑ-пытарман ашшӗне повестка килнӗ, амӑшӗ хирте. Килте пӗчӗк хӗрача выҫӑпа сывлайми пулнӑ йӑмӑкӗпе юлнӑ... Аса илмессерен вӑрҫӑ ахрӑмӗ халӗ те ҫан-ҫурӑма ҫӳҫентерет. Евдокия Фёдоровна ашшӗн "хура хучӗ" килнине те паянхи пек астӑвать.

"Эпир халӗ телейлӗ" теҫҫӗ пӗртӑвансем. Ҫак телее вӗсем этем тӳсмелле мар тертпе ҫӗнсе илнӗ. Альтук аппа пӗве кӗнӗ-кӗмен инҫете ҫӑкӑр ҫимелӗх укҫа тума тухса кайнӑ. Мускав ҫывӑхӗнче торф кӑларнӑ, Магнитогорскри трактор заводӗнче нушаланнӑ, кирпӗч ҫапса хӗн курнӑ.

Яла таврӑнса Кӗҫӗн Патӑрьелне, Ҫиттасен йӑхӗнчи маттур тракториста качча тухсан 6 ача ҫуратнӑ Альтук аппа. Шухӑшлатӑн та аслӑ ӑрӑвӑн тӳсӗмлӗхӗнчен тӗлӗнетӗн: кун каҫа лӑш курми фермӑра ӗҫленӗ, пысӑк кил-хуҫалӑх тытнӑ, ҫӗрлесерен ал ӗҫӗпе ларнӑ, ывӑл-хӗрне пӗчӗкрен ӗҫе явӑҫтарнӑ.
Альтук аппана халь те ахаль лартма май ҫук. "Пахчара та, картишӗнче те ик алла пӗр ӗҫ" тет вӑл. 90-ри кӳршинчен ял-йыш тӗлӗнсе тӑрать.

"Выльӑх пӑхас ӗҫӗн маҫтӑрӗ", "Ӗҫ ветеранӗ" хисеплӗ ятсене, "Ача амӑшӗн мухтавӗ" икӗ медале тивӗҫнӗ Евдокия Фёдоровнӑна юбилей ячӗпе саламлама культура ҫурчӗ ҫумӗнчи "Савӑнӑҫ" ансамбль, Тӑрӑн ял территорийӗн ертӳҫи, Патӑрьел округӗн пуҫлӑхӗ килнӗ.

 

Марина Карягина, Олег Цыпленков