Ҫак ырӑлӑха курасса тӗлленмен та теҫҫӗ ҫынсем. Кил-ҫурт лартса пурӑнма куҫнӑранпах пурте йӗркеллӗ ҫул пирки ӗмӗтленнӗ. Уйрӑмах выльӑх тытакансене йывӑр килнӗ. Малтанхи вӑхӑтра кашни хуҫалӑхра тенӗ пекех ӗне пулнӑ.
Патреккелти ҫӗнӗ урамри ҫул проектне темиҫе ҫул каяллах хатӗрленӗ. Ӗҫсене вара "Хӑрушлӑхсӑр тата паха ҫулсем" наци программипе усӑ курса виҫӗмҫул пуҫламалла пулнӑ. Анчах та подрядчик тупӑнман. Кӑҫал вара тинех йывӑр лав вырӑнтан хускалнӑ темелле. Ҫӗнӗ урам тӑршшӗпех ир пуҫласа каҫчен ӗҫ шавӗ тӑрать.
Строительсен пӗтӗмпе 2 ҫухрӑм асфальт сармалла. Унӑн сарлакӑшӗ 4 метр ҫурӑ пулмалла. Ҫул тӑршшӗпех пӗр енӗпе тротуар тумалла. Проект хакӗ 72 миллиона яхӑн тенкӗ. Хальлӗхе икӗ йӗрлӗ ҫулӑн никӗс пайне вӗҫленӗ. Ӗҫсем кал-кал пыраҫҫӗ. План тӑрӑх ҫӗнӗ ҫулччен тума палӑртнӑ объекта маларах та вӗҫлеме пултараҫҫӗ. Сӑмах май, ҫак ҫула тунӑ май йывӑр техника яла кӗрекен тепӗр асфальт ҫула ҫӑрса тӑкнӑ. Ӑна та строительсем хӑйсем хыҫҫӑн пӗтӗмпех йӗркене кӗртме шантараҫҫӗ.
Алексей Енейкин, Екатерина Янгалакова