Умра вӑрӑм ҫулҫӳрев, аякри чӑвашсем те, пирӗн юрӑҫсемпе ташӑҫсем те хумханса кӗтнӗ тӗлпулу. Сцена ҫине тухмалли ҫӗнӗ ҫи-пуҫ хатӗр. Тӗплӗ хатӗрленӳ тапхӑрӗ малалла пырать, репетицисем ҫине-ҫинех.
Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен 20-мӗшчен тӑсӑлакан тур артистсене 9 хулана илсе ҫитерӗ.
"Пӗр ҫемьере" сюита тӗрлӗ наци ташши урлӑ пирӗн ҫӗршыври халӑхсен илемне, хӑйнеевӗрлӗхне, кӑмӑл-туйӑмне, пӗрлӗхри вӑйне кӑтартса парать.
Флотри ташша вара ансамбль тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунин 80 ҫулне халалланӑ. Ҫак пӗлтерӗшлӗ куна эпир ҫитес ҫул кӗтсе илӗпӗр. Пысӑк ушкӑн йышӗ ҫамрӑксемпе те пуянланнӑ. Ҫавна май 3 эрнене тӑсӑлакан гастроле пӗрремӗш хут тухса куракансем те пур.
Программа пуян та кашнин кӑмӑлне кайма тивӗҫ. Сцена ҫине ансамбль хӑйӗн пысӑк ҫемйипе те пӗрре мар тухӗ. Пӗчченшерӗн, ушкӑнпа юрламалли номерсем те пур. Ташшисем хӗрӳ те хаваслӑ, юррисем илемлӗ те тарӑн шухӑшлӑ.
Тур Екатеринбургра пуҫланать те Чулхулара вӗҫленет. Хӑйӗн сумлӑ ҫавраҫулне утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пӗр ӗмӗр тултаракан ансамбль чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тӑван республикӑри халӑхпа пӗрле паллӑ тӑвӗ.
Алиса Александрова, Димитрий Макаров