Кӑҫал конкурса хутшӑнакансем уйрӑмах йышлӑ пулнӑ. Утӑ уйӑхӗнче суйлав тапхӑрӗ иртнӗ. Тӳресем 90 ытла юрӑ итлесе хак панӑ. Чи пултаруллисем Шупашкар уявӗн тӗп сцени ҫине тухрӗҫ. Лауреат ятне 15-ӗн тивӗҫрӗҫ.
Пултарулӑх конкурсӗ ҫӗнӗ ятсем уҫма пулӑшать. Анна Черкесовапа Юлия Николаева тата Алексей Хураськин нумай пулмасть пӗр ушкӑна чӑмӑртаннӑ. "Каҫхи Шупашкар" триора та малӗмӗтлӗ юрӑҫсем пуҫтарӑннӑ: Алина Иванова, Людмила Московская тата Николай Михайлов. Вӗсен репертуарӗнче эстрада тата халӑх юррисем. Вӑл шутра чӑвашла та, вырӑсла та.
Илья Павлов 53-мӗш шкулти кадет класӗнче вӗренет. Вӑл "Атӑл" батальона халалласа юрӑ ҫырнӑ. Гала-концертра та ытларах патриотла юрӑсем шӑрантарчӗҫ.
Ҫак кун Шупашкара халалланӑ ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен конкурсне те пӗтӗмлетрӗҫ. Унта 70 ытла лауреата паллӑ турӗҫ.
Надежда Алексадрова, Михаил Солин