Ялта клубсем туни культура тытӑмӗнчи чи паха ҫитӗнӳсенчен пӗри

Ҫакна Культура министерствин коллегин анлӑ ларӑвӗнче палӑртрӗҫ. Унта 2022-мӗш ҫулти ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетрӗҫ тата тӗллевсене сӳтсе яврӗҫ. Филармони сцени ҫинче ҫавӑн пекех культура аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнисене тӗрлӗ награда парса чысларӗҫ. 

Уява культура ҫурчӗсенче, библиотекӑсенче, музейсемпе архивсенче ӗҫлекенсем, театрсен ертӳҫисемпе артистсем, юрӑҫсем пухӑнчӗҫ. Пултарулӑх ҫыннисем куллен пӗлтерӗшлӗ ӗҫ туса пыраҫҫӗ. Ахальтен мар республикӑра ҫак тытӑм аталанӑвне пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Иртнӗ ҫул пӗрремӗш хут ҫӗршыв шайӗнчи ача-пӑча фольклориадине, "Песни России" фестиваль ирттернӗ, тӗрленӗ Раҫҫей карттине пахаланӑ. Муниципалитетсенче ҫӗнӗ вулавӑшсемпе культура ҫурчӗсем, кино залӗсем уҫнӑ. Ҫак ӗҫ кӑҫал та малалла пырать.

Пухӑннисене Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗ. Ҫамрӑксене патриотла воспитани парассинче культура пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине палӑртрӗ. Професси кунӗнче чи тӑрӑшуллисене наградӑсем парса чысларӗҫ. 

Уявпа ҫавӑн пекех Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков, Чӑваш Патшалӑх Канашӗн председателӗ Леонид Черкесов, Тутар Республикин культура министрӗ Ирада Аюпова тата Раҫҫей этнографи музейӗн пуҫлӑхӗ Юлия Купина саламларӗҫ. Филармони артисчӗсем вара мюзикл парнелерӗҫ. 

Диана Иванова, Вадим Владимиров