Вырӑс драма театрӗнче - чӑваш фольклорӗ

Республика кунӗ "Авалхи халӑхӑн чӗрӗ юмахӗсем" спектакль премьери пулчӗ. Постановкӑна культура пуҫарӑвӗсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшакан Президент фончӗн гранчӗпе хатӗрленӗ. Малтанхи 5 курав ыркӑмӑллӑх меслечӗпе иртрӗ. 3 кунра театра 2 пин ытла ҫын ҫитрӗ. Вӗсен йышӗнче пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ те пулчӗ. 

Кун пеккине никам та кӗтмен. Спектакль 3-мӗш шӑнкӑрав хыҫҫӑн мар, фойерех пуҫланчӗ. Йӑла-йӗрке, юрӑ-ташӑ - куракансем чӑн-чӑн чӑваш уявне лекрӗҫ. Залри сцена ҫинче те тӗлӗнмелле ӗҫ-пуҫ пулса иртрӗ. Спектакле театр артисчӗсем кӑна мар, «3Д» геройсем те хутшӑнчӗҫ. Кун пек меслет, сӑмах май, пуҫласа пирӗн регионта пурнӑҫа кӗчӗ. Сарпикепе Тутимӗр тӗп сӑнарсене Хурсухал усал асамҫӑпа тупӑшма куракансем пулӑшрӗҫ. Вӗсем те спектакле хутшӑнчӗҫ. "Авалхи халӑхӑн чӗрӗ юмахӗсем" ырӑпа усал пирки кӑна та мар. Постановка йӑла-йӗркене, хамӑрӑн тӑван культурӑпа чӗлхене упранин пӗлтерӗшӗ, хамӑр Чӑваш Енре ҫуралнипе мӑнаҫланмалли ҫинчен. 

Спектакль малашлӑхӗ ҫутӑ та ырӑ пуласса шанаҫҫӗ авторӗсем. Вырӑс драма театрӗ утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче сезонне хупать. "Авалхи халӑхӑн чӗрӗ юмахӗсем" вара сцена ҫине тепӗр хут ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче тухӗҫ. 

Алиса Александрова, Екатерина Данилова, Андрей Шоклев