Ҫӗрпӳри 1-мӗшпе 2-мӗш тата Чурачӑкри вӑтам шкулсенчи ачасем чӑн малтан "Эткер" вӗренӳ центрне ҫитрӗҫ. Унти пӗлӳ илмелли майсем пурне те тыткӑнларӗҫ. Чапаев ячӗллӗ заводӑн музейӗнче те ачасем валли кӑсӑклӑ экскурси ирттерчӗҫ. Кунти музей иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенчех уҫӑлнӑ. 2016-мӗш ҫулта ҫӗнӗ ҫурта куҫнӑ. Заводӑн историйӗ тата хальхи тапхӑрӗ ҫинчен экспонатсем пулӑшнипе питӗ ӗнентерӳллӗн каласа кӑтартрӗҫ. Кунта мӗнле специалистсем кирли пирки те пӗлтерчӗҫ. 20 ҫынран тӑракан пӗр ушкӑн заводра пулнӑ вӑхӑтра тепӗр 20-шӗ Электромеханика колледжӗн музейне ҫитрӗҫ. Юлашкинчен икӗ ушкӑн пӗрле Вырӑс драма театрӗнче лартнӑ "Преступление и наказание" спектакле пӑхрӗҫ. Ачасем пурте "Пушкин карттипе" тӳлесе кӗчӗҫ.
Надежда Александрова, Димитрий Макаров