Ал шӑллисем, салфеткӑсем, ҫытар тутрисем, тум-тир, сумкасем - ҫак капӑрлӑхсене чӑваш тӗррин шкулӗнче вӗренекенсем ӑсталанӑ. Ку вӑл - хӑйнеевӗрлӗ пӗтӗмлетӳ ӗҫӗ. Виҫӗ уйӑх кӑмӑл тӑвакансем тӗрӗ тӗнчин вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллашнӑ. Сӑмах май, наци музейӗнчи ятарлӑ шкул чӳк уйӑхӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Ӑна регион ертӳҫи Олег Николаев пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ. Малтанах унта 14 ҫынна кӑна йышӑнма палӑртнӑ, анчах та чӑваш тӗррипе кӑсӑкланакансем ытларах пулнӑ. Пӗтӗмпе 24 ҫын пӗлӳ илнӗ. Вӗсенчен чи асли 75 ҫулта, чи кӗҫӗнни вара - 13-ре кӑна. Шкула ҫӳрекенсем тӗрлеме вӗреннипе пӗрлех эрешсене вулама хӑнӑхнӑ, чӑваш халӑхӗн ӳнерӗн историне тӗпченӗ.
Елена Дмитриева, Александр Семёнов