Шупашкарти Трактор историйӗн музейӗ Раҫҫей шайӗнчи ака-суха чемпионатне хутшӑнчӗ

Унта ҫӗршыври тата чикӗ леш енчи 200 ытла тӗрлӗ техникӑпа паллашма май пулнӑ, вӗсем хушшинче - Альберт Сергеев ертсе пыракан ушкӑн кӑтартнӑ сайра тӗл пулакан тӗслӗхсем те. 

100 ҫул каялла кунта "Хӗрлӗ путиловец" заводра пӗрремӗш совет тракторне туса кӑларнӑ, астӑвакансем пӗлеҫҫӗ: "Фордзон-Путиловеца" халӑхра "Фёдор Петрович" тенӗ. Шупашкарти Трактор историйӗн музейӗ ку чемпионата тӑваттӑмӗш ҫул хутшӑнать, хальхинче Альберт Сергеев экспозицири 62 трактортан ҫуррине яхӑн ҫӗршыври ял хуҫалӑх техники мӗнле аталаннине кӑтартма илсе килнӗ.

Уява Раҫҫейӗн ял хуҫалӑх министрӗ Оксана Лут, "Росагролизингӑн" тӗп пуҫлӑхӗ Павел Косов Ленинград облаҫӗн губернаторӗ Александр Дрозденко уҫрӗҫ. Ун хыҫҫӑн сумлӑ хӑнасем ытти куракансемпе пӗрле чӑвашсен экспозицийӗпе те паллашрӗҫ.

Чемпионат хальччен Саратов облаҫӗпе Тутарстанра та иртнӗ, Трактор историйӗн музейӗ ун чухне те пуян программӑпа тӗлӗнтернӗ. Икӗ ҫул каялла Владимир Потанинӑн Ыркӑмӑллӑх фончӗ паракан Гранта тивӗҫ пулнӑранпа Альберт Сергеев ертсе пыракан туслӑ ушкӑн пирӗн асатте-асанне алӑ вӗҫҫӗн е техникӑпа пурнӑҫланӑ хирти ӗҫсене - ака-сухана, вырмана, утӑ ҫулнине - ял халӑхӗпе пӗрле сӑнарласа кӑтартнӑ. Ҫӗр ӗҫ ҫыннин пурнӑҫӗнчи пӗлтерӗшлӗ самантсем - пысӑк ҫӗршыва тӑрантмалӑх ҫӑкӑр ҫитӗнтернӗ хресченӗн ӗҫӗ - халь кинофильмран илнӗ кадрсем пек туйӑнать.

Ентешсене курма Питӗрте тата Ленинград облаҫӗнче пурӑнакан чӑвашсем те килнӗ. Уява Элӗкри Культура ҫурчӗ ҫумӗнчи "Валинкке" фольклор ансамблӗ хутшӑнни ӗлӗкхи пурнӑҫа чӗррӗн сӑнарлама май пачӗ. Юрлакансем уй-хирте пилӗк авса ҫитӗннӗрен, халӑх юррисен янӑравӗ сцена ҫинчи пек мар - ытларах чуна пырса тивет, ҫавӑнпах-тӑр вӗсен йӗри-тавра тӗрлӗ телеканалӑн видео операторӗсемпе фотографсем чупкаларӗҫ.

Пирӗн хӗрсен Паша Ангелина ячӗллӗ бригади - чемпионат илемӗ. Ҫамрӑк чиперккесем юрла-юрла трактор ҫӳретни курма килнисене уйрӑмах илӗртрӗ пулас: куракансем ку лапама пыл хурчӗсем чечеке иленнӗ пек сырса илчӗҫ. Ҫӗршывшӑн йывӑр тапхӑрта хӗрарӑмсем те арҫынсенчен кая маррине тепӗр хут ӗнентерчӗ ҫак пулӑм. 

Куравран виҫӗ кун хушши халӑх татӑлма пӗлмерӗ. Эппин, ку фестиваль чӑннипех те пысӑк кӑсӑклӑх вӑратать, хресчен ӗҫне хисеплеме вӗрентни те паха.

Марина Карягина, Николай Семёнов