«Пушкин карттипе» - кинона

Раҫҫей Культура министерствин кӑтартӑвӗпе, "Пушкин карттипе" усӑ курассипе Чӑваш Ен кӑрлач уйӑхӗнче 85 субъект хушшинче 7-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Ҫамрӑксем асӑннӑ программа пулӑшнипе спектакльпе концертсене, пултарулӑх каҫӗсене, куравсене тӳлевсӗр кӗрееҫҫӗ. Нарӑс уйӑхӗнчен вара унпа кинона кайма май пулӗ. 

Чӑваш Енри ҫамрӑксем «Пушкин карттипе» пӗлтӗр авӑн уйӑхӗнчен усӑ курма пуҫланӑ. Унпа 14 - 22 ҫулсенчи шкул ачисемпе студентсене тивӗҫтереҫҫӗ. Кашнине 3 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫак тапхӑрта ҫамрӑксем театрсемпе музейсене кайма 110 пин билет туяннӑ. Сӑмах май, иртнӗ ҫул программӑпа килӗшӳллӗн Чӑваш Ене федераци хыснинчен 40 миллион тенкӗ субсиди уйӑрса панӑ. Чӑн та, «Пушкин карттипе» Раҫҫей фильмӗсене кӑна пӑхма ирӗк пур. 

Алена Артемкина, Михаил Солин