Пирӗн телерадиокомпани ирттерекен патриотла юрӑсен фестивалӗнче пӗтӗмлетӳ тапхӑрӗ пуҫланнӑ

Чӑваш патшалӑх телерадиокомпанийӗ республикӑн Культура министерствипе тата Обществӑлла палатипе пӗрле ирттерекен "Россия голосами детей" конкурса ӗҫсем йышӑнмалли тапхӑр вӗҫленнӗ. Пултарулӑх тупӑшӑвне Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине тата Раҫҫейри Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин ҫулталӑкне халалланӑ. 

Пултарулӑх ӑмӑртӑвне 200 ытла ӗҫ ярса панӑ. Чӑваш Енри ҫамрӑк юрӑҫсемсӗр пуҫне ӑсталӑхне конкурс хаклавне тӑратма Чӗмпӗр тата Свердловск облаҫӗнчи ачасем кӑмӑл тунӑ. 

Конкурса хутшӑнакансенчен ытларахӑшӗ хӑйсен ӗҫӗсене "Соло" номинацие ярса панӑ. Тӗрлӗ музыка шкулӗнче, кружоксенче ӑсталӑхне туптакансем пурте пӗлекен юрӑсемпе танах автор хайлавӗсене те шӑрантарса видео ӳкернӗ.

Чи маттурисене 3 номинацире палӑртаҫҫӗ. Ӑмӑртӑвӑн пӗрремӗш тапхӑрӗ вӗҫленнӗ. Халӗ ӗҫсене тӳресем хак параҫҫӗ. Вӗсен йышӗнче культура ӗҫченӗсем, Раҫҫей халӑх артисчӗсем, Пӗтӗм Тӗнчери конкурс лауреачӗсем. Финала тухнисен ячӗсем ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Филармонире пулакан уявра паллӑ пулӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсем валли паха парнесемпе пултарулӑхра малалла аталанма ҫул уҫакан сертификатсем хатӗрленӗ. Конкурс ҫав тери пӗлтерӗшлӗ пулнине Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков та палӑртнӑ. "Тӑван ҫӗре мӗн ачаран юратса та мухтаса, унпа мӑнаҫланса ӳснинчен пахи ҫук", - тенӗ вӑл. Ҫитӗнекен ӑрӑвӑн юрӑ-кӗвӗри ӑсталӑхӗпе концертра тӳлевсӗрех паллашма май пулӗ. 

Алиса Александрова, Игорь Ульянов