Пӗр вырӑнта ларма пӗлмен пултаруллӑ ҫын

Чылай вӑхӑт кире пуканӗ йӑтас енӗпе ҫӗршыври пӗртен-пӗр хӗрарӑм-тӳре пулнӑскер, йӗлтӗрпе чупас енӗпе спорт мастерӗ, журналист, юрӑҫ тата нумай кӗнеке авторӗ Нина Гречко ҫавра ҫулне паллӑ турӗ. Уяв Ҫӗнӗ Лапсарти культура керменӗнче иртрӗ. 

Нина Гречко Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Уравӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Хӗр ҫамрӑклах тӑлӑха тӑрса юлнӑ. Ашшӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ, командир пулнӑ. Ҫапах та хӗр йывӑрлӑхсене парӑнман - пысӑк ҫитӗнӳсем тума пултарнӑ. Ял хуҫалӑх техникумне, ун хыҫҫӑн Хусанти ветеринари институтне пӗтернӗ. Выльӑх тухтӑрӗн профессине суйласа илнӗ. Ҫак ӗҫре чылай вӑхӑт вӑй хунӑ. Пурнӑҫ тӑршшӗпе спортпа туслӑ пулнӑ. Унсӑр пуҫне пултарулӑх енӗпе те палӑрнӑ. Юбилей каҫне пуҫтарӑннӑ хӑнасем Нина Мануиловна пирки нумай ырӑ сӑмах каларӗҫ. 

Нина Мануиловна юбилей каҫне 60 ҫул спортра, сцена ҫинче, журналистикӑра тата 35 ҫул "Юрӑ шӑран" ансамбль ертӳҫи пулнине халлаларӗ. Ҫак тивӗҫсене вӑл ялан чунне парса пурнӑҫланӑ. 

Нина Мануиловна пӗр вырӑнта ларакан ҫын мар. Халӗ вӑл юбилей тӗлне черетлӗ 31-мӗш кӗнекине кӑларнине пӗлтерчӗ. Вӑл "По фронтовой дороге" ятлӑ. Ытти чылай кӗнеки пекех ӑна та Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине халалланӑ. 

Оксана Верликова, Дарья Ананьева, Святослав Петров