Центральнӑй, Брянск, Балти ҫывӑхӗнчи Пӗрремӗш фронтра ҫапӑҫнӑ, Курск патӗнче тӑшмана аркатнӑ, Брянска ирӗке кӑларнӑ. 1945-мӗш ҫултан пограничник пулнӑ, взвод командирӗнчен пограничниксен Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ округӗн командующийӗ таран ҫитнӗ.
Александр Викторовӑн мӑнукӗ Алексей Варламов Раҫҫей Геройӗпе Николай Гавриловпа пӗрле бюст лартас пуҫарупа Республика Пуҫлӑхӗпе тӗл пулнӑ. Олег Николаев ку шухӑша ырланӑ. Мӑнукӗ те ҫывӑх ҫыннин тӗслӗхӗпех ҫар ҫынни пулса тӑнӑ. Вӑл та - чикӗ сыхлавҫи. Палӑк лартма чикӗ хурал службин ветеранӗсем те пулӑшнӑ.
Александр Викторов Опытный шкулӗнче вӗренекенсемпе пӗрре мар тӗл пулнӑ. Кунта ҫамрӑк пограничниксен отрячӗ пур, шкул музейӗнче вара Александр Григорьевич кун-ҫулӗпе паллаштаракан стенд йӗркеленӗ. Хальхинче тӑванӗсем генерал-полковникӑн хӑш-пӗр япалине тата мундирне парнелерӗҫ. Шкул ачисемшӗн мухтавлӑ ентешӗ — тӗслӗх выранӗнче, нумайӑшӗ унӑн ҫул-йӗрне суйлас ӗмӗтлӗ. Палӑка Александр Григорьевич ҫуралнӑ кун уҫнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче вӑл 100 ҫул тултармаллаччӗ.
Алиса Александрова, Наталия Егорова, Борис Андреев