Гринев карттине Александр Пушкинӑн "Капитанская дочка" хайлавӗнчи Петр Гринева халалланӑ. Ӑна алӑпа тытса пӑхма ҫук - вӑл ятарлӑ программа. Театрсемпе музейсем хӑйсен куравӗсемпе спектаклӗсене экспертсен сӗнӗвне кура "Гринев карттин" логотипӗпе палӑртӗҫ. Вӗсене пӑхни ҫамрӑк ҫемьесене ҫирӗпленме, мӑшӑрсене пӗр-пӗрне лайӑхран ӑнланма пулӑшмалла. Шел пулин те, республикӑра пӗрлешекенсен 40 проценчӗ тӗрлӗ сӑлтава пула уйрӑлать. Ҫакӑ "Гринев карттине" пуҫаракансене те пӑшӑрхантарать. Вӑл шутра Чӑваш Енри хӗрарӑмсен союзне те.
Чӑваш наци музейӗ Гринев карттине пурнӑҫа кӗртме ҫулталӑкӗпех хатӗрленнӗ. Кунта ҫамрӑк ҫемьесене тӗрлӗ курав, ӑсталӑх сехечӗсем тата юмахсем те сӗнеҫҫӗ. Ку е вӑл ҫивӗч ыйтӑва психологсемпе пӗрле сӳтсе явма пултарӗҫ.
Пӗрремӗш ӗҫ-пуҫ раштавӑн 19-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗнче 16 сехетре пулать. Унта кашни кӑмӑл тӑвакан хутшӑнма пултарать.
Надежда Александрова, Вадим Владимиров