Ял хуҫалӑх министерстви грант илес текенсенчен документсене йышӑнма пуҫланӑ

Конкурса ӗҫе пуҫӑнакан фермерсем тата ял хуҫалӑх потребительсен кооперативӗсем хутшӑнма пултараҫҫӗ

Аса илтеретӗп, фермерсене патшалӑх 2012-мӗш ҫултанпа ҫакнашкал пулӑшу кӳрет. Ун чухне ӗҫе пуҫӑнас текенсене миллион тенкӗ парса хавхалантаратчӗҫ. Грант виҫине халӗ ӳстернӗ - 3 миллион тенкӗ таран илме пулать.

Ял хуҫалӑх потребителӗсен кооперативӗсем укҫапа пурлӑхпа техника никӗсне аталантарма усӑ кураяҫҫӗ. Сакӑр ҫулта Чӑваш Енре патшалӑх пулӑшӑвне 424 фермер тивӗҫнӗ. Вӗсенчен 322-шӗ ӗҫе пуҫӑнакансем, 67 ҫемье ферми тата 25 ҫын "Агростартап" гранта илнӗ.

Конкурса хутшӑнас текенсенчен документсене ака уйӑхӗн 13-мӗшччен йышӑнаҫҫӗ. Бизнес-проект хатӗрлеме вара "Агро-инновации" предприяти специалисчӗсем пулӑшма пултараҫҫӗ. Халӗ вӗсем шӑпах фермер лавне кӳлӗнес кӑмӑллисем валли ятарлӑ семинарсем йӗркелеҫҫӗ. 

Екатерина Фомина