Юр-вара 20 ытла региона ӑсатаҫҫӗ

Патшалӑх пулӑшӑвӗ ялта пурӑнсах аталанма, тупӑш тума май парать. 4 ҫулта Чӑваш Енри 77 фермер "Перспектива" грантпа усӑ курнӑ. Ку вӑл - республика хыснинчен уйӑракан укҫа-тенкӗ. Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнче ӑнӑҫлӑ ӗҫлекен "Санккино" сыр заводне хута яракансем те ҫак меслетпех ал-ура ҫавӑрса янӑ. 

Светлана Михопарован тӑван ялтах хӑйӗн ӗҫне пуҫарас шухӑш-кӑмӑлӗ 2021-мӗш ҫулта фермерсен шкулӗнче вӗреннӗ вӑхӑтра ҫуралнӑ. "Сыр пӗҫересси" юхӑма суйласа бизнес-план тунӑ, "Перспектива" грант илнӗ. 10 миллиона яхӑн укҫа-тенкӗпе пулас цех пӳлӗмӗсене юсанӑ, ҫутӑ, шыв, газ кӗртнӗ, оборудовани туяннӑ. Паянхи кун ӑнӑҫлӑ аталанакан предприяти хута ярасси чи малтан ӗмӗтрен пуҫланнине палӑртать ертӳҫӗ. Ҫуралнӑ ялӗшӗн усӑллӑ пулас килнӗ унӑн. Малтанласа фермерсем умне лартакан тӗллев кӑштах хӑратнӑ та ҫамрӑка. Грант илекенсен ҫулталӑкне 20 тонна сыр туса кӑлармалла пулнӑ. 

Заводра 14 тӗрлӗ сыр пӗҫереҫҫӗ. Продукцие ҫӗршыври 20 региона ӑсатаҫҫӗ. Кунне предприятие 15 тонна сӗт килсе тӑрать. Кашни тапхӑрта тӗплӗн тӗрӗслеҫҫӗ ӑна. Пахалӑхне илсе килсенех анализ туса тишкереҫҫӗ. Тивӗҫтерсен тирпейлеме яраҫҫӗ. Кунта та ӑна тимлесех тӑмалла. 

Хатӗр хутӑшран сыр ҫыххисем тӑваҫҫӗ, тӑварлаҫҫӗ, сивӗтсе фасовкӑна яраҫҫӗ. Малалли ӗҫ сыр ҫивӗтлекенсен аллине куҫать. Пурӗ предприятире 50 яхӑн ҫын ӗҫлет. Сӗнтӗкҫырми ялӗнчен кӑна та мар. Ытти ҫӗртен килекенсене предприяти транспорчӗ турттарать. "Санккино" юр-варне Екатеринбургран пуҫласа Калининград таранах пӗлеҫҫӗ. Ҫамрӑк та мал ӗметлӗ ертӳҫӗ бренда аталантарас тесе тӑрӑшать. "Кирек мӗнле калӑпӑшпа ӗҫлесен те тӗп вырӑнта пирӗншӗн яланах - пахалӑх", - палӑртать Светлана. Завод тӗрекленсе, ҫирӗпленсе пыни яла та ҫӗнелсе аталанма май парӗ. 

Алиса Александрова, Виктор Степанов