Республикӑра иккӗмӗш хут ҫырла фестивалӗ иртрӗ

Тутлӑ, илӗртӳллӗ, ҫав вӑхӑтрах усӑллӑ. Чӑваш Енре ҫырла фестивалӗ иккӗмӗш хут иртрӗ. Пӗлтӗр ӑна Шупашкар тӑрӑхӗнче йӗркеленӗ пулсан, кӑҫал хӑнасене пӗрремӗш кунне тӗп хулара пуҫтарчӗҫ. Ҫырла туса илекенсемшӗн те, туянакансемшӗн те чӑн-чӑн уяв пулчӗ. 

Республикӑра фестиваль пуласлӑхӗ ҫутӑ пуласса шанаҫҫӗ, Правительство енчен те пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Пухӑннисене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗ. 

Кӑҫалхи фестиваль 21 фермера пӗр ҫӗре пуҫтарчӗ. Вӗсем хӑйсем туса илекен ҫимӗҫе сӗнчӗҫ, ҫырла ҫитӗнтерме ҫӑмӑл маррине палӑртрӗҫ. Ҫӗр ӗҫченӗсенчен ытларахӑшӗ фермер шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. Алӑ ҫавӑрса яма вара патшалӑх тӗревӗ пулӑшать. Иртнӗ 2 ҫулта тӗрлӗ грант тивӗҫнисенчен 22-шӗ шӑпах ҫырла ӳстереҫҫӗ. 

Патшалӑх пулӑшмасан фермерсене аталанма чӑнах та хӗнтерех пулнӑ пулӗччӗ. Чӑваш Ен ертӳҫисем ҫакна лайӑх ӑнланаҫҫӗ. Иртнӗ 4 ҫулта фермер шкулӗнчен 200 яхӑн ҫын вӗренсе тухнӑ, 44-шӗ грант илме тивӗҫ пулнӑ. 

Фестивальте апатлану технологийӗпе коммерци техникумӗн преподавателӗсемпе волонтерӗсем варени пӗҫерчӗҫ. Ҫак пылак ҫимӗҫе ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене ярса параҫҫӗ. Рецепчӗ ансат, апла пулсан та питӗ тутлӑ пулчӗ: пӗр кило ҫырла пуҫне 1 кило сахӑр ямалла. Ҫак кучченеҫ салтаксен кӑмӑлне ҫӗклессе шанаҫҫӗ. 

Фестиваль пуриншӗн те кӑсӑклӑ пулчӗ: сутакансемшӗн те, туянакансемшӗн те, ахаль курма килекенсемшӗн те. Фестиваль икӗ куна пычӗ. Ӗҫлӗ пайӗнче ҫырла туса илессипе тата ӑна тирпейлессипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. Ку уяв йӑлана кӗресси пирки иккӗленмелли ҫук ӗнтӗ. Эппин тутлӑ фестиваль ҫитес ҫул та хӑнасене пуҫтарӗ. 

Надежда Александрова, Виктор Степанов