«Микро» тени «пӗчӗк» тенине пӗлтермест

Кӑҫал ҫӗршывра 3 ҫырав иртет: пӗчӗк услампа ял хуҫалӑх кӑтартавӗсене тата халӑх йышне шута илеҫҫӗ. Ҫак уйӑхра ял хуҫалӑх микроҫыравӗ пырать. Унӑн уйрӑмлӑхӗсем ҫинчен Раҫҫей статистика службин республикӑри управленийӗнче калаҫрӗҫ. 

Ял хуҫалӑх ҫыравӗ ҫӗршывра кашни 10 ҫулта пӗрре иртет. Юлашки 2016-мӗшӗнче пулнӑ. Унӑн кӑтартӑвӗсене шута илнӗ май тата тӗнчери хӑвӑрт улшӑнса тӑракан лару-тӑру хистенипе малашне ятарлӑ шутлава кашни 5 ҫулта йӗркелеме йышӑннӑ. Ҫавна май кӑҫал Раҫҫейре пӗрремӗш хут ял хуҫалӑх микроҫыравӗ иртет. Сӑмах май, "микро" тени пӗчӗк тенине мар, тӗплӗн шута илнине пӗлтерет. Тӗп тӗллев: ял хуҫалӑхӗнчи улшӑнусене палӑртса ҫӗр ӗҫченне пулӑшас енӗпе патшалӑх шайӗнче кирлӗ йышӑнусем тӑвасси. Ҫавӑнпа та унта кашни хуҫалӑхӑн хутшӑнма тӑрӑшмалла. 

Алексей Енейкин, Святослав Петров