Ҫулла хӑнасене йышӑнма пуҫлӗҫ

Патӑрьел тӑрӑхӗнче "Агротуризм" грант укҫипе "Тургай" ятлӑ кану вырӑнӗ йӗркелеҫҫӗ. Туристсене кунта мӗнпе илӗртес теҫҫӗ? Патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курса республикӑра тата мӗнле проектсем пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ? Тӗплӗнрех - сюжетра. 

Шӑнкӑртам тӑрӑхӗнчи Пазюковсем туристсем валли хӑтлӑ, илемлӗ кану вырӑнӗ тӑваҫҫӗ. Ҫӗр каҫма юлас текенсем валли виҫӗ кӗтеслӗ хӑна ҫурчӗсем хатӗр ӗнтӗ. Килен-каян ял пурнӑҫӗ киленӳллӗ те кӑсӑк пулнине туйса илме пултартӑр тесе тӑрӑшни кунта куҫкӗрет. Ятарласа пӗве чавнӑ, унта карп ҫитӗнтереҫҫӗ. Пан улми йывӑҫҫисем, чӑрӑшсем лартса хӑварнӑ. Чӗрчунсен кӗтесне те йӗркелеҫҫӗ. Унта фазансемпе турткӑшсем, кроликсем хуҫаланӗҫ. Лаша та усраҫҫӗ Пазюковсем. Чӗлхесӗр янаварсем - хуҫалӑха илем кӳрекенсем. Вӗсемпе сӑн ӳкеренес текенсем йышлӑ пуласси халех паллӑ. 

Пысӑк ӗҫе пуҫӑнма Пазюковсене "Агротуризм" грант пулӑшнӑ. Конкурса пӗлтӗр хутшӑннӑ вӗсем, 10 миллион тенкӗ ҫӗнсе илнӗ. Кану базине кӑҫал утӑ-ҫурла уйӑхӗсенче хута ярас тӗллевлӗ. Халӗ ресторан ҫуртне хӑпартаҫҫӗ. Ҫывӑхрах "Али" ял хуҫалӑх кооперативӗ вырнаҫнӑ. Аш-какай тирпейлесе кӑлпасси кӑларакан цех ӗҫӗпе паллаштарӗҫ туристсене. Ҫавӑн пекех вӗсене ку тӑрӑхра вырнаҫнӑ ытти хуҫалӑхсене те илсе ҫӳреме палӑртнӑ. "Агротуризм" гранта Патӑрьел округӗнче Марат Валеев фермер та тивӗҫнӗ. Пурӗ вара республикӑра 2022-мӗш ҫултанпа патшалӑх пулӑшӑвӗпе пилӗк проект пурнӑҫланать. Ҫав шутра Шупашкар тӑрӑхӗнчи "Ивушка" питомникре тата Трак енчи Валерий Шумилов фермер хуҫалӑхӗнче. 

Улатӑр округӗнчи Юрий Аверьянов фермер вара туристсене йышӑнма пуҫланӑ та ӗнтӗ. Вӑл "Агротуризм" гранта Чӑваш Енре пӗрремӗш илнӗ. Хӑна ҫурчӗсем, беседкӑсем, мунча лартнӑ. Ҫынсем кунта кӑмпана, ҫырлана ҫӳреме, сурӑх ферминче пулса курма пултараҫҫӗ. "Агротуризм" грант укҫине федераци бюджетӗнчен уйӑраҫҫӗ. Чӑваш Ене пилӗк проект валли 39 миллион тенкӗ ытла тивӗҫнӗ. 

Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов пӗлтернӗ тӑрӑх, агротуризма аталантарас текенсене республика шайӗнче те тӗрев пама палӑртнӑ. "Перспектива" гранта ҫак тӗллевпе усӑ курасшӑн. Сӑмах май, "Фермер шкулӗн" пиллӗкмӗш юхӑмӗнче вӗренекенсем халӗ шӑпах агротуризм енӗпе пӗлӳ илеҫҫӗ. 

Екатерина Фомина, Степан Гурьянов