Чӑваш Енре кӑҫал теплицӑра ӳстернӗ пахча-ҫимӗҫ уйрӑмах ӑнса пулнӑ 

Иртнӗ ҫул 27 пин те 400 тонна ытла ҫимӗҫ пухса кӗртнӗ пулсан, ҫак кӑтарту кӑҫал 400 тонна ытларах пулмалла. Ҫав вӑхӑтрах уйри пахча-ҫимӗҫе те пуҫтармалла. Хальлӗхе хуҫалӑхсене кал-кал ӗҫлеме ҫанталӑк чӑрмантарать. 

Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнче кӑҫал 26 гектар ҫинче тӗрлӗ пахча-ҫимӗҫ ӳстернӗ. Паянхи куна 2 гектар ҫинчен ҫимӗҫе пуҫтарса илнӗ. Чылай пайӗ "Нива" хуҫалӑх лартнӑскер. Теплицӑра ҫимӗҫ ӳстерессипе пӗр фермер ӗҫлет. 600 тӑваткал метр ҫинче вӑл помидорпа хӑяр, хӗрлӗ пӑрӑҫ ҫитӗнтерет. 

Муркаш районӗнче тӗш-тырра вырса пӗтернӗпе пӗрех. Унта-кунта пӗчӗк лаптӑксем кӑна юлнӑ. Кӗрхисене кӑҫал 5 пин ытла гектар акса хӑварнӑ. Хуҫалӑхсенче пахча-ҫимӗҫе пухса кӗртме пуҫланӑ, анчах ҫумӑрлӑ ҫанталӑк чӑрмав кӳрет. Чӑн та, ҫывӑх кунсенче улшӑнусем кӗтмелли ҫук. Ку эрнере тата ҫитессинче республикӑра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулать. Чӑвашгидрометцентртан пӗлтернӗ тӑрӑх кунсерен вырӑн-вырӑнпа ҫумӑр ҫӑвӗ.

Алена Артемкина