Ачасем ҫак кун пирӗн телерадиокомани ӗҫӗ-хӗлӗпе те кӑсӑкланса паллашрӗҫ. Уйрӑммӑн илсен, вӗсем республикӑри чи пысӑк студие кӗрсе курчӗҫ. Унти хатӗрсем, вӑл шутра профессилле камерӑсем пирки тимлесе итлерӗҫ. Радио студийӗнче те питӗ кӑсӑклӑ пулчӗ. Ачасем хӑйсен сочиненийӗсене микрофон умӗнче хумханса вуларӗҫ. Атнар шкулӗнче 9-мӗш класра вӗренекен Ангелина Майорова 94 ҫулти кукамӑшӗ пирки ҫырнӑ. Унӑн ӗҫӗ питӗ ӗнентерӳллӗ те чуна пырса тивмелле пулса тухнӑ.
Надежда Александрова, Михаил Солин