Тӑван енӗн лӑпкӑ илемӗ

Александр Аюкин художник ячӗ Чӑваш Енре паллӑ мар: Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи Хурамалта ҫуралса ӳснӗ ӳнерҫӗ Тверь хулинче ӗҫлесе пурӑннӑ. Йывӑр чире пула виҫӗмҫул пурнӑҫран уйрӑлнӑ сӑрӑ ӑсти тӑван республикӑра ӗҫӗсене кӑтартма ӗмӗтленнӗ. Ҫывӑх ҫыннисем тӑрӑшнипе Шупашкарти Хальхи ӳнер центрӗнче унӑн картинисен куравӗ уҫӑлчӗ.

Чӑваш Енрен инҫетре тӗпленсе пурӑннӑ пулин те, Александр Аюкин хӑй ҫуралса ӳснӗ Хурамала тӑтӑш килсе ҫӳренӗ. Тӑван ҫӗр туртӑмӗ, ӑна художник мӗн таран юратни ӳнӑн ӗҫӗсенче яр уҫҫӑн курӑнать. Дженнипе те, кукамӑш-кукашшӗн ялне хӑнана пынӑ Шупашкар хӗрӗпе, вӑл кунтах паллашнӑ: ҫак илемлӗ вырӑнта. Александр Михайлович 2023-мӗш ҫул вӗҫӗнче сарӑмсӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Дженни Витальевнӑпа Татьяна хӗрӗ вара унӑн ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртмеллех тесе Шупашкарта курав йӗркеленӗ. 
Александр Аюкин ҫар хӗсмечӗ хыҫҫӑн Тверьти Венецианов ячӗллӗ ӳнер училищинчен вӗренсе тухнӑ, унтанпах ҫав хулари 9-мӗш шкулта ачасене илемлӗ ӳкерме, тӑмран тӗрлӗ кӗлеткесем, шӑхличсем ӑсталама хӑнӑхтарнӑ. Ҫак иленӳ пӗчӗк чухнех пулнӑ унӑн, тӑхӑр ачаллӑ пысӑк ҫемьере пурте ӳнер енне туртӑнса ҫитӗннӗ.

Экспозицире - ӳнерҫӗ хӑй курса киленнӗ тавралӑх. Пейзажсенче эпир вӑрманӑн ӗмӗрхи калаҫӑвне, кӳлӗсен тӗкӗрӗнче ӳкерӗннӗ тавралӑх шӑппӑн тем ҫинчен тарӑннӑн шухӑшланине куратпӑр. Вӗсем пире хамӑрӑн тымарсене, тӑван киле, ҫӗршыва хакламаллине тепӗр хут аса илтереҫҫӗ. "Кунта ӳкернӗ этючӗсем ӑна аякра тӑван кӗтес ӑшшине туйса пурӑнма, сывлама пулӑшнӑ", - тет хуньӑшӗ, Виталий Родионов профессор.

Александр Аюкин Тверь хулинче тӑтӑшах куравсем йӗркелесе ирттернӗ. Унӑн картинисем искусствӑна юратакан уйрӑм ҫынсен коллекцийӗсенче упранаҫҫӗ: хамӑр ҫӗршывра та, чикӗ леш енче те. "Ӳнерҫӗн тӑван тӑрӑхӗнче уҫӑлнӑ пӗрремӗш курав - ҫак хӗвӗшӳллӗ, васкавлӑ пурнӑҫра чарӑнса тӑрса ҫут тӗнче мӗн таран илемлине ҫӗнӗрен туйса илме йыхравлани", - терӗҫ пухӑннисем.

"Тӑван енӗн лӑпкӑ илемӗ" курав Хальхи ӳнер центрӗнче утӑ йӑхӗн 6-мӗшчен пырать. Унта Пушкин карттипе те кӗрсе курма май пур.

 

Марина Карягина, Михаил Солин