Наталья Митрофанован ӗҫ кунӗ 8 сехетрен пуҫланать. Унӑн пулӑшӑвне куллен 13 ҫын кӗтет. Вӗсем хулан тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнаҫҫӗ. Ҫавӑнпа Наталья кунӗпех ура ҫинче темелле. Кашнин патне хавас кӑмӑлпа ҫитет вӑл. Кузнецовсем те ӑна хӑйсен тӑванӗ пекех кӗтсе илеҫҫӗ. Мария Васильевна 85 ҫулта. Унӑн сывлӑхӗ самай хавшанӑ. Кил-йыш хӑйсене пулӑшакан кирлӗ тесе шутланӑ. Халӗ Мария Васильевна патне Наталья кашни кун пырса каять. Апат ҫитерет, тумлантарать, эмел парать.
Валентина Данилова та чӗрине операци тунӑ хыҫҫӑн ытлашши тухса ҫӳреймест. 5-мӗш хутран анса хӑпарма та питӗ йывӑр. Ун патне Наталья эрнере икӗ хута пырса каять. Социалла ӗҫчен лавккана та, аптекӑна та ҫитет.
Комплекслӑ пулӑшу паракан центрӑн ӗҫӗ нумай енлӗ. Кунта ватӑсене, йывӑр чир хыҫҫӑн сипленекенсене, нумай ачаллӑ ҫемьесене тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех наркотик тыткӑнӗнчен хӑтӑлма пулӑшаҫҫӗ. Кунти стационарта вара 34 ҫын пурӑнать. Вӗсем валли те хӑтлӑ та кӑмӑллӑ майсем туса панӑ.
2023-мӗш ҫултанпа Чӑваш Енре ватӑ ҫынсене пӑхассипе ятарлӑ программа пурнӑҫа кӗрет. Унпа килӗшӳллӗн 120 специалист вӗренсе тухнӑ. Вӗсем аслӑ ҫултисен ӗмӗрне вӑрӑмлатма, сывлӑхне упрама пулӑшаҫҫӗ. Пӗтӗмпе социаллӑ ӗҫченсем пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ хулари 20 пин ытла ҫынна асӑрхаса тӑраҫҫӗ: сӗнӳ-канаш параҫҫӗ, ӗҫ вырӑнӗ тупма та пулӑшаҫҫӗ. Уйрӑмах ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннисене, вӗсен ҫемйисене пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ.
Социаллӑ ӗҫчен вӑл - професси кӑна мар, чун туртӑмӗ. Вӗсем чылай ҫын пурнӑҫне ырӑрах та илемлӗрех тума пулӑшаҫҫӗ.
Надежда Александрова, Виктор Степанов