Севастопольти чӑвашсен наципе культура пӗрлешӗвӗ 20 ҫул тултарчӗ

Ҫавра ҫула вӗсем тӗрлӗ тӑрӑхри йӑхташсене пухса ытти халӑхсен ушкӑнӗсемпе пӗрле паллӑ турӗҫ. Аякри ентешсен ӗҫӗ-хӗлӗпе Алексей Енейкин паллаштарать.

Крым ҫурутравӗнче вырнаҫнӑ паттӑр хулари ентешсем 2004-мӗш ҫулта чӑмӑртаннӑ. Малтанах ушкӑна ҫар ҫыннисем хастаррӑн хутшӑннӑ. Пӗрлехи тӗллевӗсене палӑртса ырӑ ӗҫе хӑйсен ҫемйисене явӑҫтарнӑ. Ҫапла майпа "Туслӑх" ансамбль те йӗркеленнӗ.

Тарават чӑвашсем тӑван халӑх культурине аталантарса кашни ҫулах Акатуй, Уяв, чӑваш культурин кунӗсем тата ытти паллӑ пулӑмсемпе ҫыхӑннӑ тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ. Культура центрӗнчи 33 тӗрлӗ халӑхпа килӗшсе ӗҫлеҫҫӗ.

Крымпа Севастополь хулинче 5 пин ытла чӑваш пурӑнать. Официаллӑ кӑтартусене илес пулсан вара кӑштах сахалрах. 2021-мӗш ҫулхи ҫыравра Севастопольте 461 ҫын хӑйне чӑваш тесе ҫыртарнӑ. Ентешсен пӗрлӗхӗнче вара 50 ытла пайташ. Юлашки вӑхӑтра вӗсем ушкӑна ҫамрӑксене явӑҫтарассипе тухӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ.

Хура тинӗс хӗрринчи мухтавлӑ ҫӗр ҫинче тӗпленнӗ чӑвашсем патриотика ыйтӑвне те пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Пирӗн паттӑрсен ячӗсем ӗмӗрлӗх халӑх асӗнче юлччӑр тесе ҫурутраври шкулсене вӗсен ячӗсене парассипе тухӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Мирон Ефимовпа Зоя Парфенова Совет Союзӗн геройӗсене халӗ пин-пин шкул ачи пӗлет. Ҫавӑн пекех Аслӑ вӑрҫӑра Севастополе хӳтӗлесе пуҫ хунӑ ентешсене халалласа палӑк уҫнӑ. Ку ӗҫре уйрӑмах Андрей Яковлевӑн тӳпи пысӑк. Вӑл ҫине тӑнипех хулари паллӑ пулӑмсен саккунне Чапаев дивизийӗн парадне халалланӑ куна кӗртме пултарнӑ. Ентеш паттӑрсен историне тӗпчес ӗҫ малалла пырать.

Нумай пулмасть, вӗсем Севастопольте Мускаври чӑваш офицерӗсен "Сыны Отечества" пӗрлешӗвӗн уйрӑмне уҫнӑ. Пӗрле пухӑнса ҫар операцине пулӑшассинче тӑрӑшаҫҫӗ, госпитальсенчи салтаксем патне концертсемпе ҫӳреҫҫӗ.

Севастопольти чӑвашсен наципе культура пӗрлешӗвне 20 ҫул тултарнӑ ятпа ку тӑрӑхри ытти халӑхсен пӗрлӗхӗсем тата шалти политика департаменчӗ саламларӗҫ. Ҫавӑн пекех тӑван культура аталанӑвӗнче ырми-канми вӑй хуракансене Чӑваш наци конгресӗн хисеп тата тав хучӗсемпе чысларӗҫ. "Туслӑх" ансамбль вара пурне те концерт парнелерӗ.

 

Алексей Енейкин