Чӑваш ҫӗрӗнчен инҫех мар, Чулхула енчи Саровпа Дивеево тӑрӑхӗнче пурӑннӑ Серафим атте - халӑхра пуринчен ытла асӑнакан чи сумлӑ ҫветтуйсенчен пӗри шутланать. Унӑн таса ӳчӗ патне пуҫ тайма пыракансен йышӗ те ҫулран-ҫул ӳссех пырать. Ӗненӗве кура кашнийӗ Туррӑн тивлетне илет. Ҫапла, Тип Тимешре пурӑнакансем те иртнӗ ҫул Серафим аттене сума суса ялта палӑк лартма шутланӑ. Халӑх пуҫарӑвӗн программине хутшӑнса ӗмӗте пурнӑҫа кӗртме пултарнӑ.
Палӑка Владислав Немцевпа Игорь Голубев скульпторсем пӑхӑртан шӑратса калӑпланӑ. Унӑн хакӗ пӗр миллион та 67 пин тенке кайса ларнӑ. 90 процентне патшалӑх саплаштарнӑ май вырӑнти хастарсем юлнӑ 10 процентне тӳленӗ.
Тип Тимешре халӗ 180 ҫын пурӑнать. Уяв кунӗ нумайӑшӗ ҫак сӑваплӑ ӗҫе хутшӑнма тӑрӑшрӗ. Пухӑннисем хӗрессемпе турӑшсем йӑтса ял тӑрӑх кӗлӗсем юрласа утрӗҫ.
Пысӑк ӗненӳпе пухӑннӑ халӑх кас хыҫҫӑн кас хыҫа хӑварса ялти кашни урам сукмакнех такӑрлатрӗ. Пӗрле курӑмлӑ ӗҫ тӑвасси кунта мӗн ӗлӗкрен ҫирӗпленнӗ. 11 ҫул каялла, акӑ, Тип Тимешри пуҫаруллӑ ҫамрӑксем ялтан тухнӑ хастарсемпе пӗрле кар тӑрса Михаил архангел ячӗпе часовня туса лартнӑ. Вӑл ҫулах ялта ҫӗнӗ фельдшер пункчӗ уҫнӑ. Халӗ вара, Елчӗк тӑрӑхӗн благочиннӑйӗ Василий иерей ертсе пынипе типтимешсем Серафим аттен палӑкне сӑвапларӗҫ.
Ҫак пысаках мар ялта 2017-мӗш ҫултанпа халӑх пуҫарӑвне шута илсе 9 проект пурнӑҫа кӗртнӗ. Пултаруллӑ ҫынсем тӑрӑшнине кура типтимешсем ҫӗнӗ ӗмӗтсемпе хавхаланаҫҫӗ.
Алексей Енейкин