Республикӑра тӑрӑ айӗнчи футбол уйне тӑвасси вӗҫленсе пырать

Чӑваш Енри ҫакнашкал пӗрремӗш спорт объекчӗ тӗп хулари "Труд" стадионта вырнаҫнӑ. Унта ӗҫсем мӗнле пынипе спорт министрӗ Василий Петров паллашрӗ.

Футбол уйне 2023-мӗш ҫул вӗҫӗнче "Спорт - пурнӑҫ йӗрки" федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн тума пуҫланӑ. Тӑршшӗпе 60, сарлакӑшӗпе 40 метрлӑ лаптӑк спортсменсене ҫулталӑкӗпех ӑсталӑхне туптама тата ӑмӑртусем йӗркелеме май парӗ. Объекта республика хыснин укҫи-тенкипе хӑпартаҫҫӗ. Проекта тӗрлӗ улшӑну кӗртме тивнипе ӗҫре хӑш-пӗр йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑ. Паянхи кун вӗсене пӗтӗмпех татса панӑ. Спорт объекчӗ 90 процент хатӗр. Хальхи вӑхӑтра шалти ӗҫсем пыраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех футбол уйне тирпейлесе тӑракан машин лартмалли вырӑн пулать. Администраци ҫуртӗнче тренерсемпе судьясен, хывӑнса тӑхӑнмалли тата медицина пӳлӗмӗсем пӑхса хунӑ.

Физкультура тата спорт министрӗ Василий Петров палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ кермен спортсменсемшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ. Чӑваш Енре футбол анлӑ сарӑлнӑ. Ҫак спорт тӗсне регионри 35 пин ытла ҫын суйланӑ.  Объект хута каясса футболистсем кӑна мар, сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансем те кӗтеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех "Труд" стадиона тӗпрен ҫӗнӗтме палӑртаҫҫӗ. Унта ӑшӑ футбол уйӗ пулӗ. Проектпа смета документацийӗ патшалӑх экспертизине тухнӑ.

 

Диана Иванова, Михаил Солин