Республикӑра хӑмла тирпейлемелли комплекса ӗҫлеттерсе пӑхрӗҫ 

Чӑваш Енри Аграри университечӗ ҫумӗнчи компетенци центрӗ малашне тухӑҫ пухса тирпейлессипе пӗр чӑрмавсӑр ӗҫлеме пултарать. Унта хӑмла татса типӗтмелли "Аван" ятлӑ машин хута янӑ. Техника майӗсене Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев курса хак пачӗ.

Комбайна вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн пӗр иккӗленмесӗр компетенци центрӗ туллин ӗҫлесе кайнине палӑртма пулать. Хамӑр тӑрӑхра пуҫтарнӑ техника 3 гектар ытла лаптӑкран тухӑҫ пухма май парӗ. Центрти специалистсем харпӑр хӑй технологисене ӗҫе кӗртессипе те хастар. Симӗс ылтӑн речӗсене касмалли хатӗрсем, касӑсене кӑпкалатса удобрени хывмалли агрегат та кунта шутласа тупниех. Машинсем опыт ирттерекен лапамсенче хӑйсене тивӗҫлипе кӑтартса панӑ. Малашне центрти ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем заводсемпе те ҫыхӑну йӗркелесшӗн.

Малашне те ӳсӗм ҫулӗпех утас шухӑша Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин та ырланине палӑртрӗ Олег Николаев. Чӑваш Енӗн 2030-мӗш ҫулчченхи социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн программипе килӗшӳллӗн хӑмлапа ӗҫлеме грант майӗпе пӗр миллиард та 800 миллион тенкӗ укҫа уйӑрмалла. 6 ҫултан республикӑри симӗс ылтӑн лаптӑкӗ 2 пин гектар таран анлӑланмалла. 2033-мӗш ҫулта тухӑҫлӑх 3 пин тоннӑна ҫитмелле.

Хальхи вӑхӑтра республикӑра шӑпах симӗс ылтӑн лаптӑкӗсенче ӗҫ вӗрет. Калӑпӑшӗ - 138 гектар. Вӑрнарсем, вӑрмарсем, ҫӗрпӳсем, етӗрнесем техӗмлӗ ҫимӗҫе тирпейлеҫҫӗ. Паянхи куна 29 тонна ытла курланкӑ татнӑ. Хамӑр регионта туса кӑларнӑ машин вара компетенци центрӗнче кӑна мар, ытти предприятире те пулӗ. "Техмашхолдинг" пуҫтарнӑ тепӗр агрегат ҫак уйӑх вӗҫӗччен хуҫисем патне ҫитмелле. Унпа пӗрлех тӗрлӗ тухӑҫа типӗтмелли хатӗр те.

 

Алиса Александрова, Юрий Марков