Треньелти фельдшерпа акушер пунктне 2021-мӗш ҫулта хута янӑ. Халӗ вӑл - ял халӑхне медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтермелли тӗп лаптӑк. Ҫакӑн валли кунта пӗтӗм май пур. ФАПра пациентсем диспансеризаци тухма, анализсем пама, электрокардиограмма тутарма пултараҫҫӗ. Ҫакӑнтах куллен кирлӗ эмелсем те туянма пулать. Проектпа килӗшӳллӗн ятарлӑ курс пӗтернӗ Екатерина Михайлова фельдшер терапевтӑн хӑш-пӗр тивӗҫне те пурнӑҫласа пырать.
Фельдшер район больницин тухтӑрӗсемпе телемедицина консультацийӗ те йӗркелет. Пӗлтӗр вӑл ҫакӑн йышши 100 ытла канашлу тунӑ. Кӑҫал вара специалистсемпе инҫет мелӗпе 60 хут ытла ҫыхӑннӑ. Ҫакӑ ял ҫыннисене вырӑнтах паха медицина пулӑшӑвӗ илме май парать.
Пунктра сусӑрсене кӗрсе тухма пандус тунӑ, фельдшера чӗнмелли пускӑч пур. Куҫ япӑх куракансем валли ятарлӑ паллӑсем вырнаҫтарнӑ. Екатерина Михайлова кунта "Земство фельдшерӗ" программӑпа ӗҫлеме килнӗ.
"ФАП - центр притяжения" проектпа килӗшӳллӗн ӗҫлекен фельдшерпа акушер пункчӗ малашне ытти сиплев учрежденисемшӗн тӗслӗх вырӑнӗнче пуласса шанаҫҫӗ.
Фельдшер пункчӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн хӑнасем Патӑрьелти тӗп район больницинче ҫавра сӗтел тавра пуҫтарӑнчӗҫ. Унта ялти медицина пункчӗсен ӗҫӗ-хӗлӗн пӗлтерӗшӗпе кирлӗлӗхне, вӗсем сывлӑх сыхлавне мӗнле витӗм кӳнине сӳтсе яврӗҫ.
Оксана Верликова, Игорь Ульянов