Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чикки пирки халӗ нумайӑшӗ пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче фашистсен ҫулне пӳлме чавнӑ. Ӗҫри паттӑрлӑха халалласа палӑксем лартса, фильмсем ӳкерсе историне пулас ӑрусем валли упраса хӑварма тӑрӑшаҫҫӗ.
Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Енре тепӗр кӑсӑклӑ объект пур - ӑна Ур лупашки теҫҫӗ, вырӑсла каласан - Карлинская засечная черта. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл "Темников - Улатӑр - Теччӗ" чикӗ шутне кӗнӗ. 16-мӗш ӗмӗрте ӑна вӑрӑ-хурахсенчен сыхланас тесе тунӑ. Ҫак объект пирӗн республикӑра Улатӑрпа Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗсенче вырнаҫнӑ пулнӑ.
Унӑн историпе чылай ҫул Галина Веденеева кӑсӑкланать. Унӑн сӑмахӗпе, паянхи кун республикӑра Шӑмӑршӑ округӗнче ҫеҫ Хаяр Иван вӑхӑтӗнчи тарӑн канав сыхланса юлнӑ. Кунти хӳтӗлев чиккине ҫывӑхри Хырла юханшывӗн ятне панӑ. Тӗпчев ӗҫне Галина Николаевна Шӑмӑршӑри вӑтам шкулта вӗрентнӗ чухне ачасене те явӑҫтарнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан пуҫарнӑ ӗҫне пӑрахман.
Галина Веденеева тӑрӑшнипех Шӑмӑршӑра пурӑнакансем Ур лупашки пирки пӗлеҫҫӗ. Администраци пулӑшнипе кунта 2018-мӗш ҫулта юпасемпе ятарлӑ стенд вырнаҫтарнӑ. Юнашарти хырлӑхра та Ур лупашкин историпе паллашмалли майсем тунӑ. Пилӗк ӗмӗр иртнӗ пулин те чикӗ йӗрне халӗ те асӑрхама пулать. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл 5-6 метр тарӑнӑш пулнӑ теҫҫӗ. Кун пирки чылай вӑхӑт никамах та пӗлмен. Халӗ пур килекене та историпе паллаштарма тӑрӑшаҫҫӗ.
Шел пулине те, 16-мӗш ӗмӗрте тӑшмансенчен сыхланма тунӑ хӳтӗлев чиккине халӗ хӑйне сыхламалла. 1993-мӗш ҫулта Ур лупашкине регион пӗлтерӗшлӗ культура еткерлӗхӗн палӑкӗ тесе йышӑннӑ пулин те. Путӑк вырӑнсене тӑтӑшах тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр, хӑрӑк турат пӑрахаҫҫӗ кунта пурӑнакансем. Хӑшӗ-пӗри нӳхреп те алтнӑ кунта.
Ҫав вӑхӑтрах Васан ялӗнчи халӑх музейӗнче Хырла канавӗсенче тупнӑ чылай кӑсӑклӑ япала упранать. Ур лупашки Патирек, Палтиел, Васан, Ярӑслав, Шӑмӑршӑ, Энтриел, Ирҫе Тӗкки ялӗсем ҫывӑхӗнче иртнӗ.
Галина Веденеева историк ҫак пуян историне сыхалса хӑварас тесе ятарлӑ проект та хатӗрленӗ. Унӑн шучӗпе Шӑмӑршӑра хурал башни лартсан аван пулӗччӗ. Вӑл туристсене илӗртме пулӑшӗ, тет. Чылай ҫул ӗнтӗ ҫак шухӑша пурнӑҫа кӗртме ӗмӗтленет Галина Николаевна. Кӑҫал тинех лав вырӑнтан тапраннӑ темелле. Халӑх пуҫарӑвӗн программипе килӗшӳллӗн Шӑмӑршӑра ҫӗнӗ хӑтлӑ вырӑн пулӗ.
Халӑх шучӗпе мӗн пур тӑкакӑн 5 процентне пухмалла. Галина Веденеева ҫакна хӑйӗн кӗсйинчен кӑларса пама та хатӗр. Мӗн ӗмӗтленни ҫеҫ пурнӑҫлантӑр. Халӗ Шӑмӑршӑри таврапӗлӳҫӗсем хурал башнине ӑҫта лартмалли пирки шутлаҫҫӗ. Влаҫсем Акатуй вырӑнне сӗнеҫҫӗ, анчах та хастарсем вӑл лаптӑкпа килӗшмеҫҫӗ, унта Ур лупашки иртмен, теҫҫӗ.
Юнашар регионсенче, тӗслӗхрен, Хаяр Иван вӑхӑтӗнчи хӳтӗлев чиккисем патне турист маршручӗсем хываҫҫӗ. Кун пирки тӗплӗнрех "Наследие" программӑра сӑмах пырать. Ӑна пирӗн телерадиокомпанин сайтӗнче тупма пулать.
Вероника Павлова, Святослав Петров