Пӗлтерӗшлӗ объектсене вӑхӑтра туса пӗтермелле

"Республика Пуҫлӑхӗн контролӗпе" проектпа килӗшӳллӗн Обществӑлла канашӑн председателӗ Наталия Партасова ертсе пыракан комисси Патӑрьел тӑрӑхне ҫитсе килчӗ. Унта вӗсем икӗ объектӑн строительствипе паллашрӗҫ.

Ыхраҫырми территори уйрӑмӗнче вырнаҫнӑ индустри паркне икӗ ҫул каялла тума пуҫланӑ. Ку объект 20 гектар лаптӑк йышӑнать. Вӑл ялти ҫакӑн евӗр пӗрремӗш агропарк пулмалла. Проекта Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн программипе килӗшӳллӗн пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. Строительствӑна икӗ тапхӑрпа пурнӑҫланине пула объекта хута ярассине тӑсма тивнӗ. Хальлӗхе электроэнергипе тивӗҫтерессипе, таврари лаптӑка хӑтлӑлатассипе тата ҫӗре харпӑрлӑха куҫарассипе ҫыхӑннӑ ыйтусем пур. Комисси пайташӗсем вӗсене татса парассипе тумалли ӗҫсене сӳтсе яврӗҫ.

Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче Татмӑш ялӗнче 49 вырӑнлӑ культура ҫурчӗ тума пикеннӗ. Ӗҫсене "Культурная среда" регионти проектпа килӗшӳллӗн пурнӑҫлаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫурт никӗсне янӑ, каркасне ҫӗклесе лартнӑ тата тӑррине витме пуҫланӑ. Ҫурри ытла тунӑ тесен те юрать. Ҫав вӑхӑтрах клуб валли сӗтел-пуканпа техника туянас ыйтупа ӗҫлеҫҫӗ.

Культура ҫурчӗ ял ҫыннисене пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттермелли тата пултарулӑха аталантармалли вырӑн пуласса шанаҫҫӗ. Ӑна хута ярасса пурте чӑтӑмсӑр кӗтеҫҫӗ.

Контрактпа килӗшӳллӗн культура ҫуртне кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче туса пӗтермелле. Подряд организацийӗ ӗҫсене маларах вӗҫлеме шантарать.

 

Оксана Верликова, Павел Иритков