Сатикри кун летчиксен юратнӑ апатӗнчен пуҫланать. Зарядка та ахальли мар, ирсерен вӗҫевҫӗсем тӑваканни. Кун каҫипе ачасем конструктортан самолетсем ӑсталаҫҫӗ, воспитательсемпе пӗрле кӗнекесем вуласа тӳпери профессие тӗпчеҫҫӗ.
Ку ача сатне ҫӳрекенсене уйрӑмах ӑннӑ. Самолетсем, летчиксем пирки вӗсем аслисем каласа панинчен кӑна мар, пилотсемпе куҫа-куҫӑн тӗл пулса та пӗлеҫҫӗ. Ҫулленех йӑла тӑрӑх Шупашкар Ҫуралнӑ кунне пирӗн хулана вӗҫсе килекен "Стрижи" авиаци ушкӑнӗпе туслӑ ҫыхӑнура вӗсем. Аслӑ юлташӗсем те программа хатӗрленӗ чухне чи малтан сатик ачисемпе тӗл пулма палӑртаҫҫӗ. 200-мӗш ача сатне ҫӳрекен хӗрачасем те, арҫын ачасем те пулас профессине тӳпепе ҫыхӑнтарасшӑн.
Хальхинче ачасем патӗнче хӑнара тинӗс авиацийӗн летчикӗ, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ Виталий Емельянов пулчӗ. Пӗчӗккисен унран ыйтса пӗлмелли темӗн чухлех. Тӳпене ҫӗкленес ӗмӗт хӑҫан ҫуралнинчен пуҫласа мӗнле апат кӑмӑллани таранах. Ачасем Виталий Ивановича тимлӗн итлерӗҫ. Унтан пилот илсе килнӗ шлема тӗрӗс тӑхӑнма вӗренчӗҫ. Хӑнашӑн та ача сатӗнче пулас летчиксем вӑхӑта мӗнле ирттерни кӑсӑклӑ пулчӗ. Вӗсем ӑсталакан сывлӑш транспорчӗн паха енӗсем, майӗсем пирки ыйтса пӗлчӗ. Ача сатне ҫӳрекенсем летчикпа малашне те ҫыхӑну тытма калаҫса татӑлчӗҫ.
Алиса Александрова, Надежда Давыдова, Михаил Солин